Мирлĕ пурнăçа упрар
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне пирĕн республикăра чылай вăхăт асра юлмалла уявларĕç. Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра уяв ячĕпе митинг тата вырăнти гарнизон подразделенийĕсен полкĕн парачĕ иртрĕ. Парадра чи малтанах Шупашкарти Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн курсанчĕсем, Чăваш Енри наркотĕрĕслев управленийĕн полици академийĕнче вĕренекенсем, 18-мĕш вăтам шкулăн "Синева" десантниксен çарпа спорт клубне çÿрекенсем утрĕç. Вĕсем хыççăн Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă, чикĕ хуралĕнче тăнă ветерансем утса иртрĕç. Офицерсен "Сыны Отечества" юлташлăхĕнчи çар çыннисем, МЧС, таможня, суд приставĕсен, Шалти ĕçсен министерствин ведомство тулашĕнчи хуралĕн, патрульпе пост, çул-йĕр патрулĕн службисенче йĕркелĕхе тытса пыракансем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Ку çеç-и? Хула çыннисемпе хăнасем Чăваш Енре пурăнакан казаксен юланутсемпе кăтартнă пултарулăхĕпе, Шалти ĕçсен министерствин ятарлă подразделенийĕсен ăсталăхĕпе паллашма пултарчĕç. Çар техникин парачĕ те кăсăклантарчĕ. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чапа тухнă Т-34 танк, "Катюша" ракета комплексĕ кăна мар, хальхи вăхăтра çарта усă куракан "Тигр" бронеавтомобиль, БТР-80 бронетранспортера улăштарма пултаракан çăмăл броньлĕ "Выстрел" автомобиль те, ытти йышши техника та нумай пулчĕ.
10 пин ытла çын Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен "Вилĕмсĕр полк" акцине хутшăнчĕ. Шкул ачисем, студентсем, çамрăксен организацийĕсем вăрçă историне, хăйсен пуласлăхĕшĕн çапăçу хирĕсенче пуç хунă аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне манманнине ĕнентерчĕç, хула урамĕсемпе вĕсен портречĕсене йăтса утрĕç.
Ĕмĕр асра тытмалли Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Унăн саламĕ çак кун Çĕнĕ Шупашкар çыннисем патне те çитрĕ. Регион ертÿçи кунти митинга та çитсе курчĕ. "Чăваш Ен çыннисем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçнăшăн вĕсенчен 66-ăшĕ - Совет Союзĕн Геройĕ, 11-ĕшĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Фронта 200 пин ытла чăваш тухса кайнă, çуррийĕ каялла таврăнайман. Хальхи ăрусем вĕсем тата тылра вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă ветерансем умĕнче ĕмĕр парăмра", - палăртнă Михаил Игнатьев.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ хыçа юлчĕ. "Пире вăрçă кирлĕ мар", - çапларах пĕтĕмлетÿ тăвать чăваш халăхĕ мĕнпур Раççей çыннисемпе. Республика правительстви вырăнти социаллă пурнăçпа политика лару-тăрăвĕ тăнăç пултăр, экономика аталантăр тесе пултарнине йăлтах тума тăрăшать.
Ирина НИКИТИНА.