Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр...

13 Çу, 2015

«Пĕр-пĕрне ăнлансан, хисеплесен çеç пирĕн пек 60 çул пурăнма пулать», - теççĕ Патăрьел районĕнчи Татмăшра кун кунлакан Максимовсем. Василий Николаевичпа Александра Ивановна паян иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Апла пулсан та картиш - кайăк-кĕшĕкпе, пахча тĕрлĕ çимĕçпе пуян.

Пĕрлешнĕ хыççăнах çамрăк мăшăр пĕр вăхăт асăннă тăрăхри Люляра вăрман ĕçĕнче тăрăшнă. Каярахпа вара тăван тăрăха куçса килсе кил-çурт çавăрнă. Тăрăшуллă, маттур çемье ĕмĕрĕпех «Родина» колхозра вăй хунă.

«Çемьере вăрçă-харçă та пулнă ĕнтĕ, унсăр епле? - асаилет иртнине кил хуçи хĕрарăмĕ. - Анчах эпĕ килти «çÿп-çапа» çын хушшине кăларман, тÿснĕ. Пĕр-пĕрне вăхăтра каçарма пĕлни çемьене упрама пулăшать. Хамăр ачасене те çапла вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ырă сăмах калама ÿркенмелле мар».

Максимовсем пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Шел, вĕсенчен виççĕшĕ çеç ырă-сывă паян. Паллах, хуйха-суйха чăтма çăмăл пулман ашшĕ-амăшне. Юрать-ха, ăна иккĕшĕ пĕрле тÿссе ирттернĕ. Кун пек чухне çумра мăшăр пурри те пĕлтерĕшлĕ. Чун ыратăвĕ вара нихăçан та сипленмест.

Василий Николаевич кулленхи ĕçсĕр пуçне кире пуканĕ йăтассипе кăсăкланать. «Пенсие тухиччен 32 кг таяканскере парăнтарнă, халĕ вара 16 кг çĕклетĕп», - кăмăллăн калаçать вăл. Сăмах май, кил хуçи «Хыпар» хаçат ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнать. Спортра хавхалантарса пынăшăн унăн йĕркелÿçисене тав тăвать. 83 çулти ватă хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Сывлăхне пирус туртса, сăра-эрех ĕçсе пĕтермен вăл. Спортăн асăннă тĕсĕпе те тивĕçлĕ канăва тухсан çеç кăсăкланма пуçланă. Ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ наградăсене чыслăн упрать вăл.

Ватăсем ытларах кайăк-кĕшĕк усрама кăмăллаççĕ. Çулла валли 30-40 хур-кăвакал туяннине пĕлтерчĕç. Паллах, хăйсемшĕн мар, ачи-пăчишĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Кĕрхи кунсем çитсен аш-какая пурне те пĕр пек валеçсе параççĕ. Атте-аннен ырă кăмăлĕ иксĕлми çав. Ачисем çеç мар, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем те пур-çке. Эппин, 60 çул ахаль иртмен вĕсемшĕн. Максимовсем пурнăçра ырă йĕр хăварнах. Халĕ те килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, пĕр-пĕриншĕн тĕрек шутланаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.