Archive - Ака 2015

апреля 2nd

2 Ака, 2015

Сăввисенче - тăван чĕлхе илемĕ

"Лайăх та шанчăклă юлташ, ырă кăмăллă çын", - теççĕ ун пирки тусĕсем. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ÿснĕ Мария Тридворнова чăннипех те çавнашкаллине унпа тĕл пулсан хам та ăнлантăм. Çынна ырă тума тăрăшакан, йывăрлăхра пуç усман пике пурнăçа юратать, малашлăха савăк кăмăлпа тинкерет.

2 Ака, 2015

Мăшăр тупма Интернет пулăшнă

Чылайăшĕ студент вăхăчĕ пурнăçри чи интереслĕ самантсенчен пĕри пулнине палăртать. Заняти пуçланасса 15 минут кĕтни, лекцисенче çырусем вĕçтерни, сессие хатĕрленни... Аслă шкул çĕнĕ çынсемпе туслаштарать, нумайăшне Турă çырнине тĕл пулма та вăлах пулăшать. Студент вăхăтĕнче çуралнă юрату - чи çирĕппи теççĕ. Чуна çунатлантаракан туйăма пĕр-пĕрне савакансен шухăш-кăмăлĕ те, вĕсем хăш тĕне ĕненни, хăш халăх çынни пулни те ура хураймаççĕ. «Студентсен утравĕн» паянхи хăнисем те студент чухнех мăшăрланнă.

Çумăр та чăрмантарман

2 Ака, 2015

Ветеран тĕпренчĕкĕсене ырă тăвасшăн, вĕсем вара?..

«Колонкăран икĕ витре шыв ăсса кĕтĕм. Сурăхсене пăхатăп, урай та, кĕпе-йĕм çăватăп. Шап-шурă вырăн çинче çывăрма юрататăп та. Кукăль пĕçерме ÿркенместĕп...» - çак сăмахсене вăйпитти хĕрарăмран илтес пулсан ăса та хывмăттăм. 92-ри кинемей, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Нина Истомина, правурлăхĕ чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Вăрттăнлăхĕ - нушапа пиçĕхнинче. Кунсăр пуçне кунсерен физзарядка тăвать вăл. «Шăм-шак çăмăл, хама аван туятăп. 90-ран каçни пĕртте туйăнмасть. Куç лайăх курать, хăлха илтет...

2 Ака, 2015

Вараланнă простыне те амăшне çутараççĕ

"Çамрăксен хаçачĕн" мартăн 26-мĕшĕнчи номерĕнче "Çитет чăтса - çавăтса кăларса яратăп" статьяна вуланă хыççăн компьютер умне электрон çыру çырма кĕрсе вырнаçрăм. Шалта темĕн тулашать, ăшши-пăшине кăларса ямасăр лăпланаймастăп. Ара, Владимирăн Кристини пек хĕре хам та пĕлетĕп. Çавна аса илтĕм те йăлт юн вĕресе кайрĕ.

апреля 1st

1 Ака, 2015

"Хресчен сасси" 23 /2536/ №, 1.04.2015

1 Ака, 2015

Ĕçлемесĕр çăкăр çиеймĕн

Шупашкар районĕнчи «Чурачикский» пĕрлешÿ пурнăç таппинчен юлмасть, чĕртаварне вырăнтах тирпейлесе суту-илĕве ăсатать. Çакă çĕр ĕçченĕсене пысăк тупăш кÿрет.

«Чуна парса вăй хумалла»

1 Ака, 2015

Тар тăкса тунă укçа перекетлĕ

Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер хуçалăхĕ 1999 çулта йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта вăл аталанса ура çине çирĕп тăнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхăн усă куракан çĕрĕсем 400 гектар. Çĕрулми, купăста, хăяр, томат, çĕрçырли, тырă туса илеççĕ. Пахчаçимĕçе вырăнтах тирпейлеççĕ.

1 Ака, 2015

Сочине чăваш ялĕпе улăштарнă

Унăн амăшĕ - Кубань казакĕсен таса йăхĕнчен, ашшĕ - Сочи таврашĕнчи грек. Йышлă çемьере паян тĕрлĕ наци çыннисем. Тĕслĕхрен, пĕр пиччĕшĕ Пушкăртстан хĕрне арăм тунă, теприн мăшăрĕ - мордвинсенчен. Аппăшĕсен упăшкисем - грек, казак çыннисем. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Александр Сергеевич Тесленко пирки калатăп эпĕ. Вăл чăваш пикине кăмăлланă. Ку çеç-и? Чаплă Сочи хулине чăваш ялĕпе улăштарнă. Вунпиллĕкмĕш çул арăмĕн ялĕнче, Çĕнĕ Ахпÿртре, пурăнать.

Pages