Комментари хушас

2 Ака, 2015

Мăшăр тупма Интернет пулăшнă

Чылайăшĕ студент вăхăчĕ пурнăçри чи интереслĕ самантсенчен пĕри пулнине палăртать. Заняти пуçланасса 15 минут кĕтни, лекцисенче çырусем вĕçтерни, сессие хатĕрленни... Аслă шкул çĕнĕ çынсемпе туслаштарать, нумайăшне Турă çырнине тĕл пулма та вăлах пулăшать. Студент вăхăтĕнче çуралнă юрату - чи çирĕппи теççĕ. Чуна çунатлантаракан туйăма пĕр-пĕрне савакансен шухăш-кăмăлĕ те, вĕсем хăш тĕне ĕненни, хăш халăх çынни пулни те ура хураймаççĕ. «Студентсен утравĕн» паянхи хăнисем те студент чухнех мăшăрланнă.

Çумăр та чăрмантарман

«Турă çырни çумрах çÿрет. Вăхăт çитсен икĕ чĕре тĕл пулатех», - тенине илтнĕччĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Полина Михинду /хĕр чухнехи хушамачĕ Ярыгина/ пулас мăшăрĕпе пĕр хуларах пурăннă, пĕр урамсенчех çул такăрлатнă. Анчах шăпа вĕсене палăртнă вырăнта, палăртнă сехетре курнăçтарнă.

Полина малтанах 2-мĕш гимназире, кайран А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулта ăс пухнă. Çав вăхăтрах музыка шкулне çÿреме те вăхăт тупнă. Пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашсан малашлăхне ÿнерпе çыхăнтарма тĕв тунă. Çак тĕллевпех вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Ÿнерпе графика факультетĕнче ăс пухнăскер иккĕмĕш аслă пĕлÿ те илнĕ. Çамрăк ÿнерçĕ живопиçпе, скульптурăпа чылай интересленнĕ. Пĕррехинче пĕр кинофильм пикен кăмăлне кайнă. Унти сăнар, çамрăк ÿнерçĕ, афроамерикан çыннисене ÿкернĕ. Картинăсем чылай урăхла, илемлĕ пулнă. Полина та çак шухăша пурнăçа кĕртме тĕллев тытнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.