Archive - Ака 2015

апреля 8th

8 Ака, 2015

Ылтăн пулăран ыйтни, "Штрафбат" чăнлăхĕ, сарлака шăлавар моди...

Статья ятне курсан вулакан аптăраса кайрĕ-тĕр: "ăслăлăх" рубрикăпа мĕнле çыхăннă-ха ку сăмахсем? Пур çав çыхăну.

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче республикăри ăслăлăхпа практика уçă IX конференцийĕ "Хальхи обществăн хаклăхĕсен тытăмĕ" ятпа иртрĕ. Çуллен пулакан çак мероприятие Чăваш Енри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ-ра, Чăваш патшалăх культура институтĕнче, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче, вăтам шкулсемпе садиксенче - пĕлÿ пухакансемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

апреля 7th

7 Ака, 2015

Чăваш Ен Раççейре кăтартуллисенчен пĕри

Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра паракан патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курма пултараслăхпа тата унăн пахалăхĕпе Чăваш Ен Раççей субъекчĕсен хушшинче малта пырать.

Март уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей ĕç министрĕ Максим Топилин алă пуснă çыру килнĕ. Унта халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра паракан патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курма пултарассин тата унăн пахалăхĕн кăтартăвĕсен динамики Мордва, Тутарстан, Удмурт, Чăваш республикисен çитĕнÿллине палăртнă.

7 Ака, 2015

Сывлăхăмăршăн хамăр яваплă

Сывлăхран хакли тата пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук. Ăна мулпа улăштараймăн. Çĕрме пуян - анчах чирлĕскер, халсăрскер - ахальтен-и сывă та таса çÿрекен, вăй-халĕ тапса тăракан чухăн çынна ăмсанать?

Сывлăхпа çыхăннă ыйтусем мĕнпур çĕршывра пурăнакансене, вĕсем хăш наци çынни пулнине пăхмасăр, яланах канăçсăрлантарнă, халĕ те хумхантараççĕ, малашне те шухăшлаттарĕç. Чир-чĕр чикке пăхса тăмасть, тĕнче тăрăх чăрмавсăрах сарăлать. Çавăнпа та уйрăм патшалăх çыннисен сывлăхĕ мĕнле пулни вĕсене кăна мар, Çĕр çинчи этемлĕхе хумхантармалла.

7 Ака, 2015

Çĕршыва хÿтĕлес шутлисем ытларах та ытларах

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ валли лицензи парасси мĕнле пыни çинчен Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Сергей Димитриев каласа кăтартнă.

7 Ака, 2015

Туртма пăрах - сывлăн çăмăлрах

ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ ертсе пынипе «Федерацин 2013 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи «Граждансен сывлăхне таврари табак тĕтĕмĕнчен тата ăна туртнин юлашкийĕсенчен сыхласси çинчен» 15-мĕш саккунне пурнăçа кĕртни» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата регион влаçĕн органĕсен представителĕсем, общество палатин членĕсем, çамрăксен юхăмĕн хастарĕсем, паллă спортсменсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем тата яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

7 Ака, 2015

Константин Яковлевăн тĕллевĕсем

Тăван республика тулашĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем - Атăлçи халăхĕсен хушшинче чи йышшлисенчен пĕрисем, вырăссемпе тутарсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра кăна 116 пин чăваш тымар янă, çав шутра Хусанта - 10 пине яхăн.

7 Ака, 2015

Икĕ юрă

Филипп Миронович Лукин композитора эпĕ вăл чăваш музыка искусствинче тĕп ертсе пыраканĕ пулнипе çеç мар пĕлнĕ-ха. Чи малтан халăх хушшинче анлăн сарăлнă юрри-кĕввине курса хакланă. Уйрăмах мана вăхăтсăр çĕре кĕнĕ С.Элем сăввипе çырнă «Çамрăксен юрри» /«Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине»/ килĕшетчĕ.

7 Ака, 2015

Манăçми кунсем

Эпир, Пушкăртстан çĕрĕ çинче пурăнакансем, пульăсем вĕçнине те, танксем кĕрленине те, бомбăсем çурăлнине те, салтаксем вилсе е аманса çĕр çине ÿксе юлнисене те курман. Анчах та хăрушă, йывăр вăхăтсем яланах асра.

Сахалланса пыратпăр ĕнтĕ эпир - вăрçă ачисем. Сăмахран, Кайраклăра 1947 çулта çичĕ класс пĕтернĕ 25 ачаран пиллĕкĕн юлтăмăр.

Пĕри те ĕçсĕр çапкаланса çÿремен, ашшĕсĕр ÿсекенсем 9-10 çултах аслисемпе юнашар ĕçленĕ, çемьере те пулăшакан пулнă. Хальхи пекех асра пĕр пулăм.

7 Ака, 2015

Кĕнеке пурнăçăма çăлчĕ

Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ чăваш ачи Василий Нидаев çар ретне хăй ирĕкĕпе тăнă. Нимĕç фашисчĕ Совет Союзне тапăнсан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулнă. Анчах шăпа урăхларах çаврăнса тухнă. 1942 çулхи май уйăхĕнче совет салтакĕ тыткăна лекнĕ. Çак синкер Нидаевăн пурнăçне тепĕр май çавăрса хунă.

7 Ака, 2015

Концлагерь нушине те тÿснĕ Картинен

Унăн ячĕ-хушамачĕ хăех кăсăклану çуратать. Адольф Тойвович Картинен - интереслĕ мар-им? Çавна май унпа паллашас шухăш унчченех çуралнăччĕ. ФСИН тытăмĕнче тăрăшакан ĕçтешĕмсенчен ыйтсан ун пирки пурте пĕрешкел калатчĕç: «Адольф Тойвович - юсанмалли учреждени историйĕ, питĕ интереслĕ шăпаллă çын...» Паллашрăм та - чăнах та, ячĕ-шывĕ кăна мар, шăпи те хăйнеевĕрлĕ иккен.

Pages