Комментари хушас

7 Ака, 2015

Манăçми кунсем

Эпир, Пушкăртстан çĕрĕ çинче пурăнакансем, пульăсем вĕçнине те, танксем кĕрленине те, бомбăсем çурăлнине те, салтаксем вилсе е аманса çĕр çине ÿксе юлнисене те курман. Анчах та хăрушă, йывăр вăхăтсем яланах асра.

Сахалланса пыратпăр ĕнтĕ эпир - вăрçă ачисем. Сăмахран, Кайраклăра 1947 çулта çичĕ класс пĕтернĕ 25 ачаран пиллĕкĕн юлтăмăр.

Пĕри те ĕçсĕр çапкаланса çÿремен, ашшĕсĕр ÿсекенсем 9-10 çултах аслисемпе юнашар ĕçленĕ, çемьере те пулăшакан пулнă. Хальхи пекех асра пĕр пулăм.

Хĕллехи пĕр вырсарникун, ун чухне кĕçĕн класра вĕренетпĕр, Марье ятлă тантăшăмпа аттерен юлнă пĕчĕк пуртта илсе вăрмана вутта кайрăмăр. Ирхине ирех, мĕншĕн тесен кăнтăрла вăрман хуралçинчен хăранă. Иксĕмĕре пĕрер пĕчĕк хурăн касрăмăр та уçă вырăна сĕтĕрсе тухрăмăр. Çак вăхăтра пирĕн ума вăрçăран аманса таврăннă, хăрах алăллă лесник чупса та пычĕ. Паллах, йывăç каснăшăн вăрçрĕ, пуртта та туртса илчĕ /ăçта хунă-ши, килĕнче усă курнă пуль/. Юлашкинчен: «Юрĕ, кайăр ĕнтĕ, тек сире вăрманта курмалла ан пултăр», - тесе пăрăнчĕ. Эпĕ ăна пĕрре те айăпламастăп. Вăл хăйне шанса панă ĕçе пурнăçланă. Вăрман тесен, Кайраклăра йĕри-тавра йывăçчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пире вăрман тăрантнă. Çулла унтан типнĕ хăрăк-харăка, тункатасене пĕчĕк урапасемпе вут хутма сĕтĕрнĕ. Лашасемпе мар, вĕсем сахал пулнă. Вăйлисене вăрçа ăсатнă. Вăрмантах çырла, кăмпа, мăйăр пуçтарнă. Çулла ача-пăча хиртен, вăрмантан тухман та темелле.

Аслисем пурте колхозра ĕçленĕ: хăшĕ тĕрлĕ ĕçре, тепри фермăра сурăх, сысна, лаша пăхнă, пăрусем çитĕнтернĕ. Çавăнпа пĕчĕк ачасене те ĕç лекнĕ: килте те пулăшнă, колхоз хирне те çум çумлама çÿренĕ, йĕтем çине те кайнă. Шкула чупма та ĕлкĕрнĕ вĕт-ха эпир, кун сиктермен, вĕренме тăрăшнă, учительсемпе тавлашса ларман. Çипуç тесен, çав тери начарччĕ вăл: пир кĕпе, çăпата, фуфайка. Пирĕн класра беженец икĕ хĕр вĕренетчĕç. Надя Астахова - Сталинградран /Волгоград/, Маргарита Быкова - Мускавранччĕ. Хăйсем лайăх тумтирпеччĕ, эпир çав тери ăмсанса пăхаттăмăр вĕсем çине. Пĕр ирхине Надя савăнса чупса килчĕ:

- Пирĕн хулана нимĕçсенчен тасатнă, эпир халех киле таврăнатпăр, - тесе пĕлтерчĕ.

Çак хĕрачасем çут тĕнчере пурăнаççĕ-ши, Кайраклă чăваш ялне хăçан та пулсан аса илнĕ-ши? Çичĕ класс пĕтерсен Пелепей педучилищине вĕренме кĕтĕм, 1951 çулта алла диплом илнĕ хыççăн направленипе Авăркас районĕнчи Наумьел шкулне ĕçлеме ячĕç. Пиллĕкмĕш классенче вырăс чĕлхи вĕрентме пуçларăм. Çак вăхăт - вăрçă суранĕсенчен сипленнĕ тапхăр. Çĕршыв малалла утать, çĕнелет, çĕкленет. Эпĕ вĕрентнĕ Виссарион Афанасьев халь те манпа çыхăну тытать, кашни праçникпе саламлать. Вăл та пенсире. Ялĕнче техник-механикра ĕçлерĕ.

Мĕншĕн çыратăп-ха çак сăмахсене? Хурланса, мухтанса мар, урăх шухăшпа. Вăрçă ачисем хăйсен пурнăçне аса илĕç, танлаштарĕç тетĕп. Çамрăксем, вĕренекенсем хальхи пурнăçшăн, миршĕн савăнĕç. Пурте çителĕклĕ пулнăшăн, лайăх условисенче пурăннăшăн хĕпĕртĕç. Вăрçă кăна ан пултăр.

Галина АЛЕКСЕЕВА.

Эшлей районĕ,

Кайраклă ялĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.