Чăваш Ен Раççейре кăтартуллисенчен пĕри

7 Ака, 2015

Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра паракан патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курма пултараслăхпа тата унăн пахалăхĕпе Чăваш Ен Раççей субъекчĕсен хушшинче малта пырать.

Март уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей ĕç министрĕ Максим Топилин алă пуснă çыру килнĕ. Унта халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра паракан патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курма пултарассин тата унăн пахалăхĕн кăтартăвĕсен динамики Мордва, Тутарстан, Удмурт, Чăваш республикисен çитĕнÿллине палăртнă.

Ку енĕпе паракан патшалăх пулăшăвне пурте илме пултарассин тата унăн пахалăхĕн мониторингне Раççей Ĕç министерстви пĕтĕмлетÿсен пĕрлехи тытăмĕпе усă курса кашни çур çулта ирттерет. 2011 çултанпа Чăваш Ен мониторинг çирĕплетĕвĕсемпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче малти позицисене тăтăшах тытса тăрать. Кăçалхи тишкерÿ кăтартăвĕсем те - лайăххисен шутĕнче.

Чăваш Ене ĕçсĕрлĕх регистрацийĕн вăтам тăсăмĕ чи кĕске тата учетра çулталăкран ытларах тăракан ĕçсĕрсен тÿпи чи пĕчĕк шутланакан субъектсен йышне кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, 2014 çулта пирĕн хутлăхра шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ - 3,6 уйăхпа /Раççейре - 5,2/, регистрацире çулталăкран ытларах тăракан ĕçсĕрсен тÿпи 1,5 /Раççейре - 11,0/ процентпа танлашнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - хăйсене юрăхлă вырăн тупмашкăн пулăшма ыйтса пынă граждансене ĕçлĕ тăвасси. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх - асăннă ушкăна кĕрекенсене ĕçе вырнаçтарнин шайне пирĕн республика 86,0 процента çитерсе çĕршыв субъекчĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă /Раççейре - 64,3/. Инвалидсене вырнаçтарнин шайĕпе /65,0 процент, Раççейре - 43,0/ пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Ĕçлемен граждансене вырăн тупса панин тÿпи республикăра 76,0 процент пулнă, Раççейре - 56,3.

Служба органĕсем ĕç паракансемпе йĕркеленĕ хутшăнусем, вĕсенчен кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарни пĕлтернĕ вакансисен хисепне тата хăйсене юрăхлă çынсене суйласа илес тĕллевпе центрсенчен пулăшу ыйтассипе çыхăннă шая ÿстерме май параççĕ. Служба органĕсене çитернĕ вакансисен шучĕн тÿпи кадрсен Чăваш Енри пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕнче /вĕсене йышăнни, кăларса яни/ 2014 çулта 93,3 процентпа /Раççейре - 45,4/ танлашнă. Пушă вырăнсем пурри пирки ытларах пĕлтернĕ май Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ пĕр ваканси пуçне 0,4 çынна çити сахалланнă /Раççейре - 0,7/. Çĕршывра профессие вĕрентессин калăпăшĕ чакса пынипе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăрăва пăхмасăр, асăннă пулăшупа пурте усă курма пултараслăх тата унăн пахалăхĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен çавăн пекех кăтартуллă субъектсен йышне кĕнĕ. Вĕренме тытăннă граждансен республикăри ĕçсĕр граждансен йышĕнчи тÿпине пĕлтĕр 13,8 /Раççейре - 7,6/ процента çитерни Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче виççĕмĕш вырăна тухма май панă.

Общество ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕн пахалăхне хакланă май, Раççей Ĕç министерствин информаци çырăвĕнче ырă тĕслĕх шучĕпе Чăваш Республикине илсе кăтартнă, ĕçсĕр граждансенчен нумайăшĕ общество ĕçĕ хыççăн яланлăх вырнаçнине палăртнă. 2014 çулта общество ĕçĕсенче тăрăшнисен тÿпи вырăн шыраса центрсене пынисен хушшинче 13,8 процента çитнĕ /Раççейре - 8,7/. Çакă асăннă пулăшупа усă курма пултарнин пысăк кăтартăвĕ шутланать.

Ĕçсĕр граждансем валли çирĕплетнĕ социаллă адаптаци программисене пурнăçа ăнăçлă кĕртни те асăрханмасăр юлман. Çапла майпа вĕсем пуçаруллă ĕç-хĕле таврăнма пултарнă. Социаллă адаптаци енĕпе пулăшу илнисен тÿпи республикăри ĕçсĕр граждансен йышĕнче иртнĕ çул 12,3 процентпа танлашнă, Раççейре - 9,2.

Раççей Ĕç министерствин ытти чылай пĕтĕмлетĕвĕпе те Чăваш Енри çитĕнÿсем Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен пысăккине палăртнă: тивĕçлĕ ĕç шыраса пынă граждансен экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕнчи тÿпипе /Раççейре - 5,3 процент, Чăваш Енре - 7,0/, харпăр хăй ĕçне уçнисен хисепĕпе /Раççейре - 0,65 процент, Чăваш Енре - 0,83/.

Раççей регионĕсен, çав шутра Чăваш Республикин, ĕçлев органĕсен 2014 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе хакланин кăтартăвĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра патшалăх пулăшăвĕ уйрăмах кирлине, çавна май ăна малашне те финансламаллине çирĕплетеççĕ.

Пирĕн хутлăхра халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. 2015 çулта асăннă программăна ĕçе кĕртмешкĕн 459,4 млн тенкĕ, çав шутра 214,7 млн /46,7 процент/ - федераци бюджетĕнчен, 244,7 млн /53,3/ Чăваш Республикин бюджетĕнчен, яма палăртнă. Вĕсен мероприятийĕсене 81,0 пине яхăн çын хутшăнмалла.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.