Ылтăн пулăран ыйтни, "Штрафбат" чăнлăхĕ, сарлака шăлавар моди...
Статья ятне курсан вулакан аптăраса кайрĕ-тĕр: "ăслăлăх" рубрикăпа мĕнле çыхăннă-ха ку сăмахсем? Пур çав çыхăну.
Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче республикăри ăслăлăхпа практика уçă IX конференцийĕ "Хальхи обществăн хаклăхĕсен тытăмĕ" ятпа иртрĕ. Çуллен пулакан çак мероприятие Чăваш Енри тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ-ра, Чăваш патшалăх культура институтĕнче, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче, вăтам шкулсемпе садиксенче - пĕлÿ пухакансемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Конференцин пленарлă ларăвне уçнă май педколледж директорĕ Алевтина Кириллова çак ĕçлĕ пулăм çуллен ăслăлăхпа тĕпчев талккишĕнче хăйсен сăмахне калама пултаракансене пухнине ырă йăла шайĕнче хакларĕ. Студентсемпе пĕрлех шкул ачисем те хăйсен тĕпчевĕсемпе паллаштарма кăмăл туни конференци пĕлтерĕшне пысăклатать кăна.
Секцисене саланса ĕçлеме тытăниччен иртнĕ пĕрлехи пухура аслисен тĕпчевĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Алевтина Александровна, акă, колледж студенчĕсене "Ылтăн пулăран эпĕ мĕн ыйтăттăм?" темăпа сочинени çыртарнă. Çамрăксен 96,7 проценчĕ çын интересĕсемпе çыхăннă ыйтусем пани палăрнă. Мĕн пирки пăшăрханаççĕ-ха вĕсем? Чылайăшĕ çемье татулăхĕ, çывăх çынсен сывлăхĕ, харпăр хăйĕн кил-йышĕнчи телей çинчен ĕмĕтленет-мĕн. Пуласлăхри чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри професси тесе шухăшлакансем те пур. Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ уçăмлă: педколледжра професси пĕлĕвне илекенсем - патшалăх хальхи вăхăтра хăйсенчен мĕн кĕтнине пурнăçлама пултаракансем, пурнăçри хаклăхсене чухлакансем. Малалла вулас...
Комментари хушас