Комментари хушас

1 Ака, 2015

Тар тăкса тунă укçа перекетлĕ

Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер хуçалăхĕ 1999 çулта йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта вăл аталанса ура çине çирĕп тăнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхăн усă куракан çĕрĕсем 400 гектар. Çĕрулми, купăста, хăяр, томат, çĕрçырли, тырă туса илеççĕ. Пахчаçимĕçе вырăнтах тирпейлеççĕ. Ятарлă савăтсенче тăварласа хуласене ăсатаççĕ. Куснарсен тăварланă купăстипе хăярĕ ВДНХ-ан ылтăн тата кĕмĕл медалĕсене тивĕçнĕ. Пысăк тухăçшăн хуçалăха та наградăсем парса хавхалантарнă. Машинăпа трактор паркĕ те пуян, çулсерен çĕнĕ техника хушăнать. Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăха Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Николаевич ывăлне, Иван Семенова, шанса панă. Хăй те юнашарах, çамрăка вĕрентсе, пулăшса пырать.

Малтанхи кредитпа - пĕрремĕш трактор

- 90-мĕш çулсенче, фермер хуçалăхне пуçарса янă чухне, патшалăхран нимĕнле пулăшу та пулман. Укçа çитменнипе вăрлăх, удобрени, ГСМ туянма пысăк процентпа парăма кĕреттĕмĕр, - асаилет Иван Васильевич. - Ун чухне малтанхи хут 15-17 гектар çĕрулми лартса хăвартăмăр.

Вăл вăхăтра Иван шкулта кăна вĕреннĕ-ха, анчах ашшĕн кашни утăмне паянхи пек астăвать. Хăй те вăй çитнĕ таран ăна пулăшма тăрăшнă. Фермерăн кашни пусшăн тар тăкма тивнĕ. Çитĕнÿпе пĕрлех такăнмалли те пайтах пулнă. Çу çумăрлă килнипе айлăмри лаптăкра çĕрулми шыв айне пулса çĕрсе кайни, кĕркунне кăларса ĕлкĕрейменнипе тухăç юр айне юлни, çĕклейми парăмсем - пурне те асаилсен çÿç вирелле тăрать. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши тÿлĕк? Кĕтмен инкек, чăрмав та фермера çапса хуçайман. Ывăнса, тарăхса çитнĕ вăхăтра алă сулас патнех çитнĕ вăхăтсем те пулнă, çапах малаллах талпăннă, лару-тăру улшăнасса шаннă.

- Пĕрремĕш кредита 2007 çулта илтĕмĕр те трактор туянтăмăр. Çакă пире малалла аталанма вăй хушрĕ темелле. Тинех хамăра шанчăклăрах туйма тытăнтăмăр. Унччен вара çынсенчен техника шыраса хăшкăлнă. Икĕ çул пĕртен-пĕр тракторпа уй-хир ĕçĕсене туса пытăмăр. Унтан кредит илсе ытти техника туянма тытăнтăмăр. Лаптăксем те ÿссех пычĕç, - каласа парать Иван Семенов. - Патшалăх ялхуçалăхне пулăшма программăсем йышăнни пире вăй илме пулăшрĕ. Çăмăллатнă кредитсемпе татăлма та ансатрах.

Иртнĕ çул фермер 241 гектар çĕр сухаласа акса хăварнă. Ку малтанхи çулхипе танлаштарсан икĕ хут ытларах, çав шутра тырă - 92, пахчаçимĕç 52 гектар. Пахчаçимĕçĕн пысăк пайне çĕрулмипе купăста йышăннă. Унсăр пуçне хăяр, помидор, пăрăç, ыхра, ытти культурăсем те пур. Юлашки вăхăтра Семеновсем çырла та çитĕнтереççĕ. Унăн лаптăкĕ 2,5 гектара çитнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çул пылак çимĕçе 9 тонна туса илнĕ. Вăл та лайăх сутăннă, хуçисене тупăш кÿнĕ.

Тухăç çулленех ÿссе пырать. Пĕлтĕр купăста гектар пуçне вăтамран - 791, çĕрулми 256 центнер пуçтарса кĕртнĕ.

Чĕртавара сутнипе пĕрлех ăна вырăнтах тирпейлеççĕ. Купăста, хăяр, помидор, пăрăç тăварлама ятарлă цех уçнă. Хĕлĕпех купăста тăварлаççĕ. Çимĕçе пысăк хуласене ăсатаççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта суту-илÿ вырăнĕсем пур вĕсен. Яланхи клиенчĕсем хуçалăхранах курттăммăн туянса каяççĕ. Сăмах май, пахчаçимĕç калчине теплицăсенче çитĕнтереççĕ. Капла йÿнĕрех, шанчăклăрах.

Куснар - купăста çĕршывĕ

Куславкка тăрăхĕ Семеновсем купăста туса илнипе палăрнă. Районта кĕр мăнтăрĕпе кăчăр-кăчăр çимĕçĕн уявне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. «Купăста Ваççи», - текелеççĕ Василий Николаевича шÿтлесе те хисеплесе. Çапла калама сăлтавĕ те пур. Пĕлтĕр кăна Куснарсем 3321 тонна купăста пуçтарса кĕртнĕ. Уй-хирте сутнипе пĕрлех управа та хывнă. Çур енне пысăк хранилищĕри сывлăш температури ăшăнса каясран йывăç ешчĕксене юрпа тултарса маччана çитиех купаланă.

- Март уйăхĕ вĕçленичченех сивĕ тăрать. Хытах ăшăтса яриччен сутса пĕтерĕпĕр. Сывлăш температурине йĕркелесе тăракан оборудовани çуккипе алă айĕнче пуррипех çырлахмалла, - терĕ фермер хранилищĕпе паллаштарнă май.

Халĕ кунта хĕрсех ĕç пырать: çынсем çимĕçе тасатса тăварлама, сутма михĕсене тултараççĕ. Хранилище çурри ытла пушаннă ĕнтĕ. Кĕркунне вара пĕр çын кĕрсе тухмалăх кăна хушă хăварнă. «Тепĕр хранилище тума тытăнасшăн-ха, упрама вырăн çитми пулчĕ», - пĕлтерет Иван Васильевич.

Кĕркунне çанталăк тăруках шăнтса лартнипе республикăри чылай хуçалăх купăстана вăхăтра пуçтарса кĕртеймен. Халĕ вăл сутлăхра та сахалли сисĕнет, хаклансах пырать.

- Ют çĕршывран апат-çимĕç турттарма чарни савăнтарать. Пирĕн продукцие те хаклама тытăнчĕç. Тĕрĕссипе, эпир аякран турттармасăр, вырăнта туса илнĕ çимĕçпе хамăра тивĕçтерме пултаратпăр, - палăртрĕ фермер. - Чĕртаварпа хĕлĕпех тивĕçтерме упрамалли вырăнсем кирлĕ. Çавăнпа çулсерен пĕрер хранилище хута ярасшăн. Пурĕ пиллĕк тума палăртнă. Пурлăхпа техника базине çирĕплетсен малашне хамăра та çăмăлрах пулĕ, - теççĕ ашшĕпе ывăлĕ.

Вĕсен машинăпа трактор паркне такам та ăмсанмалла. Тракторсене ретĕн-ретĕн лартса тухнă, уй-хире шăвармалли агрегатсем таранах пур. Ĕçлекенсене турттарма – виçĕ автобус. Иртнĕ çул парк «Класс Орион 646» ятлă икĕ çĕнĕ тракторпа пуянланнă. Хăватлă техникăна хакланса кайиччен туянса ĕлкĕрнĕшĕн савăнаççĕ фермерсем.

- Пĕрне кăна илесшĕнчĕ малтан. Германире кăларнăскер ун чухнех 2,5 миллион тенкĕ тăратчĕ. Санкцие пула техника хакланма тытăнсан Раççей ялхуçалăх банкĕнчен кредит илсех тепĕр трактор туянтăмăр. Унтанпа темиçе уйăх кăна иртрĕ темелле, халĕ пĕри кăна 6 миллион тенке яхăн тăрать. Апла эпир мĕн чухлĕ укçа перекетленĕ! Хаксем асар-писер хăпарса кайиччен çĕрулми туса илмелли мĕнпур техникăна çĕнетсе юлтăмăр, - пĕлтерчĕ Иван Васильевич.

- Фермерсем ĕçлекенсем çителĕксĕррипе пăшăрханаççĕ. Ку енĕпе сирĕн мĕнлерех? - ыйтатăп унран.

- Хуçалăхра 35 çын вăй хурать. Хĕрÿ тапхăрта йыш 150 çынна çитет. Студентсем те практикăна килеççĕ. Юлашки вăхăтра çĕр ĕçне çамрăксем туртăнни савăнтарать. Пирĕн патра акă, тăватă çамрăк механизатор. Шел, специалистсем çителĕксĕр. Лартакан-акакан лаптăксем ÿссе пынă, тĕрлĕ культура туса илнĕ май пире тепĕр агроном, механизаторсем кирлĕ.

- Çĕр ĕçченĕн мĕнлерех пулмалла-ши?

- Çĕре, хăв туса илнĕ апат-çимĕçе юратмалла, йывăрлăхран хăрамасăр малалла утмалла, çанă тавăрса ĕçлемелле. Акă, Зоя Павлова агроном – чăн-чăн çĕр ĕçченĕ. Çуркунне, акнă-лартнă калчасем шăтма тытăнсан чĕререн савăнать вăл. Çăвĕпех вĕсенчен уйрăлмасть темелле. Кĕркунне уйра çитĕнтернине пуçтарса кĕртмесĕр те лăпланмасть, чунĕ канмасть унăн.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Сăнÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.