Ветеран тĕпренчĕкĕсене ырă тăвасшăн, вĕсем вара?..
«Колонкăран икĕ витре шыв ăсса кĕтĕм. Сурăхсене пăхатăп, урай та, кĕпе-йĕм çăватăп. Шап-шурă вырăн çинче çывăрма юрататăп та. Кукăль пĕçерме ÿркенместĕп...» - çак сăмахсене вăйпитти хĕрарăмран илтес пулсан ăса та хывмăттăм. 92-ри кинемей, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Нина Истомина, правурлăхĕ чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Вăрттăнлăхĕ - нушапа пиçĕхнинче. Кунсăр пуçне кунсерен физзарядка тăвать вăл. «Шăм-шак çăмăл, хама аван туятăп. 90-ран каçни пĕртте туйăнмасть. Куç лайăх курать, хăлха илтет... Ĕненмесĕр 2015-рен 1923 кăларса пăхатăп», - тет Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçра çуралса ÿссе çак ялтах ĕмĕрлекен Нина Илларионовна. Малалла вулас...