Алĕçĕ – чун киленĕçĕ

1 Ака, 2015

Унăн кил-çуртне музейпе танлаштарма пулать. Çенĕкренех тĕрĕ илĕртет куçа. Пÿрте кĕнĕ май тĕлĕнмелли татах тупăнать: кашни стена тĕрĕпе тулнă, алăк каррисене, минтер пичĕсене тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ. Хĕр упраç кунĕ-кунĕпе тĕрĕ умĕнче ларни никама та тĕлĕнтермест паллах. Тен, хальхи вăхăтра тĕлĕнтерет те. Мĕншĕн тесен çамрăксем ку ĕçпе питех аппаланмаççĕ халĕ. Çитменнине чăтăм та çитмест вĕсен. 84 çулти кинемей иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен шур пире тĕрлĕ тĕслĕ çиппе илемлетнине те ĕненес килмĕ вулаканăн.

Нина аппа тĕрĕ тĕрлет. Кам валли?

Сăмахăма малалла тăснă май хуравне те каласа хăварам: ачисем, тус-тăванĕ, чиркÿ, хăй валли тĕрлет. Нина Никифорова Патăрьел районĕнчи Тăрмăш ялĕнче пурăнать. Ку ĕçе ачаранах кăмăлланă вăл, хăех тĕрлеме вĕреннĕ. «Çÿçе çивĕтлеме çип тунине тĕрĕпе илемлететтĕм, - асаилет иртнине кинемей. - Тантăшсем тыта-тыта пăхатчĕç ăна». Ахальтен мар ĕнтĕ сăпайлă та ĕçчен хĕре хăйсен кассинчен аякка яман, пĕр урамра çитĕннĕ Петр Михайлович качча илнĕ.

Унăн тÿсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Хăш-пĕр çĕвĕ çав тери вĕтĕ. Çиппе чиксе туртма куç вăйĕ пайтах кирлĕ-çке. «Тĕрле-тĕрле куçсăр юлатăн тетчĕç, - малалла сăмахлать вăл. - Халĕ те куçлăх тăхăнмастăп. Çур çĕрччен ларни те пулать».

Эпĕ пынă вăхăтра та юратнă ĕçĕпе аппаланатчĕ Нина аппа. Пысăк, хитре чечеклĕ ÿкерчĕке шур пир çине куçарать. «Вăхăта ахаль ирттерес килмест. Кунĕ-кунĕпе мĕн туса ларас? Шухăшпа чирлесе кайăн. Кун пек вара ĕç пулать. Тепĕр чухне çынпа калаçса вăхăта ахаль ирттернĕшĕн те чун вăркать», - куçне тĕрĕ çинчен илмесĕр калаçать хĕрарăм. Чăн та, пĕр минут та ахаль ларма хăнăхман пулас вăл. Ылтăн алли ватлăхра та канăç тупаймасть, йĕппе çип патнех туртăнать.

 

Чăматан тулли парне

Турăшсем те тĕрлет вăл. Хăшне-пĕрне вĕтĕ шăрçапа. «Турăшсене тĕрлеме хăйнеевĕр йĕркене пăхăнмалла: пачăшкăран пил ыйтмалла, типĕ тытмалла. Мана Петĕр атте пил пачĕ. Кĕске вăхăтрах 15 турăш хатĕрлерĕм. Хăшне-пĕрне ялти чиркĕве тата Петĕр аттене парнелерĕм», - кăмăллăн калаçать кинемей. Сăмах май, вырăнти чиркĕве час-часах пулăшать вăл. Ырă туни каялла сăваппа таврăннине шанать.

Мăшăрĕпе ултă ача çуратса ÿстернĕ, пиллĕкĕшĕ ырă-сывă паян. Хĕрĕ Зоя амăшĕ пекех алăсти. Кинĕ Рита та тĕрлеме кăмăллать. Çавах та амăшĕ вĕсенчен ытлашшипех ирттерет. Ара, мăнукĕсем валли те тĕрлет вăл. Паян-ыран качча каяканни валли пĕр чăматан хатĕрленине каларĕ. Тепĕр мăнукне журналти ÿкерчĕк килĕшнĕ иккен. Ăна тĕрлесе пама ыйтнă. Шăпах çак тĕрре 25 кун эрешленине пĕлтерчĕ ватă. Çитменнине пĕрре кăна мар, икĕ хут. Пĕрне парнелесен теприне хăй валли хăварĕ. «Ку тупрана укçалла сутас теместĕн-и?», - кăсăклантăм эпĕ пÿлĕмри илеме ытараймасăр. «Туянас текенсем пур, анчах сутмастăп. Мана укçа кирлĕ мар. Çак пирĕштие темиçе çын ыйтрĕ, эпĕ хирĕçлерĕм», - вĕсенчен чунпа уйрăлма йывăррине пĕлтерчĕ Нина аппа.

Хатĕр тĕрĕсем шкапра та туллиех, тĕркемĕ-тĕркемĕпе. «Кураврисене» улăштарма черет çитсен вĕсене кăларать. «Мăнкуна хатĕрленсе кил-çурта тасатнă май ку тĕрĕсене илсе çăватăп, теприсене çакатăп. Утса çÿренĕ чухне ку ĕçе хамах пурнăçлатăп», - пĕтĕмлетрĕ калаçăвне кинемей. Хăй çавăнтах пуçланă ĕçĕ çине пăхса илчĕ. Ара, манпа калаçса лариччен йĕппе çипе миçе хутчен чиксе туртатчĕ. «Тĕрлемесен - чун канмасть», - тет вăл. Çакă уншăн кун-çул девизĕ пекех. Вăл тĕрĕпе чунне йăпатать, савăнать, куна усăллă ирттерет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.