Шкулпа сывпуллашакан каччăсемпе хĕрсем аслă пĕлÿ илсе тивĕçлĕ вырăнта вăй хума тĕллевленеççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксене ĕç профессийĕсем илĕртме пуçларĕç. Вĕсем çур ĕмĕр каялла халăхра анлă сарăлнă специальноçсем пулнă. Колледж-техникумра ăсталăха ÿстерсе ĕç тупма та, малалла вĕренме те майсем пур.
«Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă», - теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр чăннипех те май çук. Пур çĕрте ĕлкĕрме, пуçарулăхĕпе палăрма ăçтан вăхăтне тупаççĕ тульккăш? Çине-çине олимпиадăна, конкурссене, интернет-викторинăна хутшăнаççĕ.
"Лайăх та шанчăклă юлташ, ырă кăмăллă çын", - теççĕ ун пирки тусĕсем. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ÿснĕ Мария Тридворнова чăннипех те çавнашкаллине унпа тĕл пулсан хам та ăнлантăм. Çынна ырă тума тăрăшакан, йывăрлăхра пуç усман пике пурнăçа юратать, малашлăха савăк кăмăлпа тинкерет.