Тĕлĕкре те çĕлет вăл

8 Юпа, 2015

Шкулпа сывпуллашакан каччăсемпе хĕрсем аслă пĕлÿ илсе тивĕçлĕ вырăнта вăй хума тĕллевленеççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксене ĕç профессийĕсем илĕртме пуçларĕç. Вĕсем çур ĕмĕр каялла халăхра анлă сарăлнă специальноçсем пулнă. Колледж-техникумра ăсталăха ÿстерсе ĕç тупма та, малалла вĕренме те майсем пур. Паллах, ун пеккисем яланах ĕç тупĕç. Каччăсем слесарь, токарь специальноçĕсене суйлаççĕ пулсан хĕрсем - çĕвĕç, парикмахер... Çĕвĕç ĕçне яланах хакланă. Ан тив, кашни çын илемлĕ тăхăнма тăрăшать. Лавккасенче юрăхлă тум тупаймасан ăна ятарласа çĕлеттерме пулать. Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче çуралнă Елена Николаева та тухтăр е инженер пулма ĕмĕтленмен, ăна çи-пуç çĕлесси ачаранпах илĕртнĕ. Çак енĕпех вĕренекенскерĕн шухăшĕпе, юратнă ĕçех çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

Елена мĕн пĕчĕкренех алă ĕçне кăмăлланă. Кунта унăн асламăшĕн тÿпи те пысăк. Вăл мăнукне çĕлеме вĕрентнĕ. Лена пĕрремĕш хут çĕвĕ машини умне 6 çултах ларнă. Çав çулсенчех вăл хăйĕн валли юбка çĕлесе тăхăннă. Çак енĕпе шкулта иртнĕ конкурссенче çынсене капăр кĕпесемпе тĕлĕнтернĕ. Районта иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕсене те пĕрре мар хутшăннă вăл, "Тумтир дизайнĕ" секцире проектсем хÿтĕленĕ. Малашнехи пурнăçра кам пулассине чылай шухăшламан. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.