Мĕн акатăн, çав шăтать
«Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă», - теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр чăннипех те май çук. Пур çĕрте ĕлкĕрме, пуçарулăхĕпе палăрма ăçтан вăхăтне тупаççĕ тульккăш? Çине-çине олимпиадăна, конкурссене, интернет-викторинăна хутшăнаççĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыни кăна мар, ваттисене те пулăшма тăрăшни савăнтарать. Сăмахăм Чурачăк шкулĕнче вĕренекен Кирилл Копеев пирки пырать-ха.
- Вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Вара пур çĕре те çитĕн, - терĕ хастар Кирилл.
Ашшĕ географи вĕрентекенĕ пулнăран та пуль арçын ача тавралăхпа питĕ кăсăкланать. Тăван ялĕпе юнашар Тĕрер юханшывĕ юхса выртать. Ăна вĕсем ашшĕпе тĕпченĕ. Мĕнле ÿсен-тăран çитĕнни, мĕнле пулăсем пурри, тарăнăшĕ, юхăм хăвăртлăхĕ тата тем те пĕр кăсăклантарнă вĕсене. Çак тĕпчев ĕçĕпе вăл районта иртекен ăмăртура малти вырăн йышăннă. Ахальтен каламаççĕ пуль ĕнтĕ: «Мĕн акатăн, çав шăтать», - тесе.
- Географи предмечĕпе иртекен олимпиадăсенче пĕрре çеç мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ эпĕ. Мухтанса каламастăп. Нумаях пулмасть эпир хамăр çемьепе Урал тăрăхне тăвансем патне кайса килтĕмĕр. Тусем çине те хăпарса куртăмăр. Ара, тавралăха сăнаса çÿресси аттепе иксĕмĕрĕн юратнă иленÿ вĕт-ха! Çутçанталăк асамлă вырăнсемпе пуян иккен! Питĕ кăмăллăн таврăнтăм эпĕ унтан. Май пулсан татах та каяс шухăшсем пур, - савăнăçлăн каласа пачĕ арçын ача.
Кăçал Çĕрпÿ район пуçлăхĕн стипендине те илме тивĕçрĕ çиччĕмĕш класри Кирилл Копеев. Район центрне чĕнсе пысăк сцена çинчех медальпе чысланă ăна.
- Ку хыпара илтсен çав тери хĕпĕртерĕм! Хам та питĕ кĕтрĕм те ĕнтĕ, анчах мана пуçлăх стипендине параççех тесе шухăшламан. Халĕ Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тăрăшмалла, - тет мăнаçланса маттур Кирилл.
Çирĕп тĕллевлĕ пулни пурне те савăнтарать. Çакăн пек маттурсене хамăр малашлăха шанса пама та юрать.
Кристина БАЙБАТОРОВА.
Çĕрпÿ районĕ,
Чурачăк шкулĕ.