Кристина БАЙБАТОРОВА

14 Çу, 2015

Ентешĕсемпе мăнаçланаççĕ

- Эпир хамăр паллă çыравçăсене, ÿнерçĕсене, юрăçсене, вăрçăра пуç хунă паттăрсен ячĕсене яланах асра тытатпăр, - терĕ Тăвай шкулĕн директорĕ Вера Михайловна Кириллова.

Ара, чылай чухне ертÿçĕрен нумай килет-çке. Вера Михайловна ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ. Чи малтан шкул ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ стенд патне илсе пычĕ. Тăвайĕнчи паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене çак стенд çине вырнаçтарнă. Тĕлĕнмелле! Ачасем хастар ентешĕсене курса чăннипех те мăнаçланаççĕ.

14 Çу, 2015

«Çамрăк космонавт»

Пĕри юрлать, тепри ташлать. Ара, пĕрле килĕштерсе пурăннине мĕн çитĕ?

Çĕрпÿри иккĕмĕш шкулти саккăрмĕш класс «Çамрăк космонавт» ятлă. Кунта туслăх-малти вырăнта. Пĕр пĕрне хÿтĕлеме ялан хатĕр. Пур ĕçе те кар тăрса пĕрле тăваççĕ. Паллах, туслăхпа çирĕпленнĕ класра сывлăш та урăхла. Пултаруллă, хастар, маттур ачасемпе мĕнле мухтанмăн?

7 Çу, 2015

Туслăх хĕлхемĕ

Вĕрентÿ институтĕнчи чĕлхе кафедри тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту, конференци, фестиваль ирттерет. Нумай пулмасть «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Программăна чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхи тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс, «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн ăмăртăвне кĕртнĕ.

- Çултан çул конкурс аталанса пырать тесе шутлатăп. Вĕренекенсене халăх культурипе, ăс-хакăлĕпе, шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарас, тĕпчев ĕçне явăçтарас килет. Ара, пирĕн малашлăх çак хас-тар та пултаруллă ачасенче, - терĕ жюри членĕ - Анна Семеновна Егорова.

9 Ака, 2015

Илемлĕ вулакансем тупăшрĕç

И.С.Тургенев ячĕллĕ библиотекăра К.В.Иванов çулталăкне халалласа илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Тупăшакансем пурĕ виçĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕринче - 12-14, тепринче - 15-17, виççĕмĕ- шĕнче - 18-22 çултисем. Ăмăрту пуçланиччен ачасемпе вĕрентекенсем тĕрлĕ музыка инструменчĕпе илемлĕ кĕвĕсем каларĕç. Тÿресем чăвашла тата вырăсла вулакансене уйрăммăн хакласси çинчен пĕлтерчĕç.

К.В.Ивановăн «Нарспи» вилĕмсĕр поэмине пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Ăмăртура поэмăн сыпăкĕсене чылайăшĕ вуласа пачĕ.

2 Ака, 2015

Мĕн акатăн, çав шăтать

«Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă», - теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр чăннипех те май çук. Пур çĕрте ĕлкĕрме, пуçарулăхĕпе палăрма ăçтан вăхăтне тупаççĕ тульккăш? Çине-çине олимпиадăна, конкурссене, интернет-викторинăна хутшăнаççĕ.

Pages