Комментари хушас

14 Çу, 2015

«Çамрăк космонавт»

Пĕри юрлать, тепри ташлать. Ара, пĕрле килĕштерсе пурăннине мĕн çитĕ?

Çĕрпÿри иккĕмĕш шкулти саккăрмĕш класс «Çамрăк космонавт» ятлă. Кунта туслăх-малти вырăнта. Пĕр пĕрне хÿтĕлеме ялан хатĕр. Пур ĕçе те кар тăрса пĕрле тăваççĕ. Паллах, туслăхпа çирĕпленнĕ класра сывлăш та урăхла. Пултаруллă, хастар, маттур ачасемпе мĕнле мухтанмăн?

- Эпĕ юрлама юрататăп, - сăмах пуçларĕ Алевтина Григорьева. - Юрăçсен тĕрлĕ конкурсĕ пуласса кĕтсех тăратăп. Анчахрах «Мехел» конкурса хутшăнтăм. Финала тухаймарăм пулин те мана питĕ килĕшрĕ. Вăхăт пур-ха, лайăхрах хатĕр-ленсен çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçĕп ак, - терĕ алă уса ларма хăнăхман Алевтина.

- Эпĕ ташлама кăмăллатăп, - терĕ хастар Вика Илларионова. - Хамăр ушкăнпа пĕрре кăна мар малти вырăнсенче палăрнă. Шкултан лайăх вĕренсе тухсан воспитатель пулас ĕмĕтсем пур. Кĕçĕннисемпе йăпанма питĕ юрататăп. Вĕсен ытамне лексен мĕн пур япăххи манăçать. Çавăнпа та нумайăшĕ ачалăх тĕнчинче пурăнасшăн пуль тетĕп, - хавхаланса каласа парать хĕрача.

- Наталья Васильевна Булыгина юрăçсен ăмăртăвне Украинăна илсе кайрĕ. Ют çĕршыври тантăшсемпе тупăшни маншăн çав тери пысăк савăнăç пулчĕ. Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕм, - савăнăçлăн каласа парать Алевтина.

Хастар саккăрмĕшсем районта йĕркеленнĕ çамрăк космонавтсен «Млечный путь» ятлă отряда кĕреççĕ. Хăйсен класĕпе вĕсем ятарлă конференцисене хутшăнса пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче космонавт пулас ĕмĕтлисем те пур.

Акă вĕсем - пултаруллисем, пур ĕçре те маттурисем!

Кристина БАЙБАТОРОВА.

Çĕрпÿ районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.