Вараланнă простыне те амăшне çутараççĕ
"Çамрăксен хаçачĕн" мартăн 26-мĕшĕнчи номерĕнче "Çитет чăтса - çавăтса кăларса яратăп" статьяна вуланă хыççăн компьютер умне электрон çыру çырма кĕрсе вырнаçрăм. Шалта темĕн тулашать, ăшши-пăшине кăларса ямасăр лăпланаймастăп. Ара, Владимирăн Кристини пек хĕре хам та пĕлетĕп. Çавна аса илтĕм те йăлт юн вĕресе кайрĕ.
Машăпа 1-мĕш курсра вĕреннĕ чухне паллашнăччĕ. Пĕрре курсанах эпĕ ăна хула майри пулĕ тенĕччĕ - илĕртÿллĕ курăнать, юлашки модăпа тăхăнать. Чăвашла калаçмасть. Анчах çăварне уçсанах ман пекех ял хĕрĕ пулнине ăнлантăм. Пĕр енчен, чĕлхи пуян мар, тепĕр енчен çăварĕнчен тухакан "çÿп-çап" хăлхана тÿрех тăрăнать. Унашкал хĕрсен шăп çÿрени лайăхрах. Малалла вулас...