Ака-суха ирттерме - 1,8 млрд тенкĕ
Чăваш Енре çурхи ака-суха ирттерме 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ку 400 млн тенкĕ ытларах. Минерал удобренийĕсем, саппас пайĕсем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем пĕлтĕрхинчен самай хакланса кайнипе хуçалăхсем укçи-тенкине перекетлеме тăрăшаççĕ, туянсах каймаççĕ. Аграрисем çурхи ĕçсем ирттерме кредит илме тăхтаççĕ. Февралĕн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 8 млн тенкĕлĕх вăрах вăхăтлăх кредит илнĕ е иртнĕ çулхин 75 проценчĕ. Тĕп банк процент ставкине чакарма йышăнни лару-тăрăва улăштарма пулăшасса шанаççĕ министерствăра.