Archive - Кăрлач 2015

январь 27th

27 Кăрлач, 2015

Çĕнĕ производствăсем пулĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

27 Кăрлач, 2015

Çĕнелнĕ садик «Умка» ят йышăнĕ

РФ Патшалăх Думи йышăннă "Шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентĕвĕн регионсенчи тытăмне çĕнетесси" тĕллевлĕ мерăсене пурнăçласа Чăваш Енре ача сачĕсем чылай уçăлчĕç. Халиччен ĕçленисене те темиçĕшне çĕнетсе улăштарма та май тупăннă. Акă 2015 çула кĕтĕмĕр кăна - шăпăрлансен черетлĕ ушкăнĕшĕн пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ: вĕсем садике çÿреме тытăнчĕç. Ĕнер Шупашкарти Лебедев урамĕнчи 23-мĕш çуртра вырнаçнă 165-мĕш ача сачĕ, юсава хупăннăран ачасене пĕр хушă йышăнма чарăннăскер, хăйĕн алăкĕсене тепĕр хут уçрĕ. Çак ятпа кунта чăн-чăн уяв иртрĕ.

27 Кăрлач, 2015

Халăха синкерсенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе республика малтисен йышĕнче

Пушар машинисем, çăлав службисен ытти техники пĕр çĕре йышлăн пухăннине асăрхасан çынсем мĕнле те пулин инкек пулман-ши тесе шухăшлаççĕ. Çапах тÿрех пăшăрханма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен пирĕн республикăра хальхи йышши çăлав техникин куравĕсене çулталăкне темиçе хут йĕркелеççĕ, команда-штаб вĕренĕвĕсемпе тренировкисене ирттереççĕ.

Çĕнĕ техника кирлех

27 Кăрлач, 2015

"Вилетпĕр-и, сывă юлатпăр-и - халăха çăлса хăварас тенĕ"

"Химпром" производство пĕрлешĕвĕн 83-мĕш цехĕнчи хатĕр продукцин складĕнче 1974 çулхи апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă хăрушă пушар çинчен "Хыпарăн" кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнче сăмах хускатнăччĕ.

27 Кăрлач, 2015

Малаллах талпăнаççĕ

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртаççĕ. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр КУЛИКОВ 2014 çулхи ырă улшăнусемпе паллаштарать.

27 Кăрлач, 2015

Кăтартусем виçĕмçулхинчен лайăхрах

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче 2014 çула пĕтĕмлетеççĕ, кăçалхи тĕллеве палăртаççĕ. Пĕлтĕрхи ырă ĕçсемпе Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр БАШКИРОВ паллаштарать.

27 Кăрлач, 2015

ЧПУ студентне — Солженицын стипендийĕ

Тĕнчипе паллă çыравçă, обществăпа политика деятелĕ, публицист Александр Солженицын çинчен илтмен çын çук. Раççейри вĕренÿпе наука министерстви унăн ячĕпе çуллен çĕршыври аслă шкулсенче вĕренекенсене - 10 студента - çулталăк илсе тăмалли стипенди çирĕплетнĕ.

27 Кăрлач, 2015

Сывлăш нÿрĕк — кăмăл сÿрĕк

Çĕршывра вăтам професси пĕлĕвĕ паракан шкулсене аталантарасси - çивĕч ыйту. Рабочи специальноçĕсене вĕренекен сахалланчĕ те - малашлăхра заводсенче кам ĕçлесси шухăшлаттарма пуçларĕ патшалăх ертÿлĕхне. Чăн та, хăш-пĕр çамрăк ППЭрен хăраса шкулти тăххăрмĕш класс хыççăн колледж-техникума çул тытма пуçларĕ-ха ĕнтĕ. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕ, шел те, вĕренме кĕрес текенсемпе йышланса ĕлкĕреймерĕ курăнать: çулталăк каялла ăна кунти 29-мĕш училищĕпе пĕрлештерчĕç.

27 Кăрлач, 2015

Хăй те спортсмен пулнă, ыттисене те спорта юратма вĕрентнĕ

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ 77 çулти Р.М.Бикчуринăн ĕç кĕнекинче вăл хăй пурнăçĕнче пĕртен-пĕр профессипе кăна вăй хунине палăртнă: Канашри педагогика училищин /1987 çултанпа - колледж/ преподавателĕ. Кунта Равиль Мингалиевич Хусанти педагогика институчĕн физвоспитани факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн 1960 çулхи августра килнĕ. Çавăнтанпа хăй суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕнчен нихăçан та уйрăлман.

Pages