Комментари хушас

27 Кăрлач, 2015

Тĕллевсем - уçăмлă, малашлăхлă

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хула пуçлăхĕ - хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ:

- Экономикăри, политикăри лару-тăру тĕнчипех ансат мар. Çавна май республикăра пурăнакансене çапла чĕнсе каланин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Чăваш Ен Пуçлăхĕн, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн санкцисем «канăç паман» тата финанс ыйтăвĕсем çивĕчленнĕ тапхăрта çав пулăмсен сиенне халăх ан туйтăр тесе мĕн тумалли уçăмлă ăнлану, тĕллев пур. Çырура тĕнчери, çĕршыври тата Чăваш Республикинчи лару-тăрăва тишкерсе питĕ тĕрĕс хакланине, йывăрлăхсен амакĕнчен тухмалли, çав кисренÿрен хăтăлмалли çул-йĕре палăртнине аван туйрăм.

Республика влаçĕсен тимлĕхĕнче тĕп вырăнта - çын. Çивĕч ыйтусене халăх шучĕпе мар, ытти ресурспа, резерв шучĕпе татса пама тăрăшни хавхалантарчĕ. Йывăр лару-тăруран эпир пĕчĕк çухатусемпе тухса пыратпăр. Çырура пурнăçăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене хускатнă: экономика, тирпейлĕхпе хăтлăх, çĕнĕ технологи производстви тата ытти вун-вун ыйту. Республика Пуçлăхĕ тĕллевсене палăртрĕ кăна мар, вĕсене пурнăçламалли çул-йĕре те уçса пачĕ. Мĕнле пурăнмаллине каларĕ. Çакăнта - республика ертÿçин Çырăвĕн, вăл сĕнекен программăсен вăйĕпе витĕмĕ.

Альбина ЕГОРОВА, Чăваш Республикин конкурент политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи:

- Михаил Игнатьев яланхиллех кăткăс, анчах пурнăçламалли ыйтусемпе тĕллевсем çинчен каларĕ. Йывăрлăхсене парăнтарса малалла утакан кăна хăйĕн хăватне туять тата тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах ĕçлет. Республика та, çĕршыв та тĕнчери финанс кризисĕнчен, пурнăçри ытти йывăрлăхран чыслăн тухса пыраççĕ. Паллах, никама та унччен те çăмăл пулман, халĕ те çăмăл мар. Малашне те çăмăл пулмĕ. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче çакна уçăмлă палăртрĕ. Çĕршыв тата республика ертÿçисен ăслă политикине кура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче эпир çĕнĕ тапхăра кĕтĕмĕр: ырă ĕçсен ÿсĕмлĕ тапхăрне. Малашлăх мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Çырăвăн тĕп шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ шăпах унăн ятĕнче. Ытти - пирĕн кулленхи пурнăçăн ĕçĕ-хĕлĕнче.

Вячеслав РАФИНОВ, Чăваш Республикин Ача прависен уполномоченнăйĕ:

- Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче кирек мĕнле çыннăн та ăс-тăн кăмăлĕ палăрмаллах улшăнать, вăл малашлăх пирки çĕнĕ хавхаланупа, шанăçпа шухăшлама тытăнать, хăйĕн ĕмĕт-шанчăкне куç умне кăларать, пурăнса ирттернĕ çулталăка хак парать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çыру, манăн шухăшпа, шăпах çавăн пек пĕтĕмлетÿсен йышĕнчен. Унта кăçалхи çул валли питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем лартнă. Вĕсем пурте пурнăçа кĕмеллисем тата кĕртмеллисем.

Ял çыннин пурнăç условийĕ юлашки вăхăтра чылай лайăхланчĕ. Халăх хăйĕншĕн тăрăшнине туять, ĕçлес хастарлăхĕ ÿсет. Анчах Михаил Васильевич та асамçă мар, пурнăçа йăпăр-япăр, пĕр самантра ырăлатаймĕ, тулăхлатаймĕ. Анчах унăн ĕçлес туртăмĕ пысăкки хавхалану кÿрет. Кĕскен калас тăк - Çыру - çулталăклăха панă хăват. Тата республикăри влаç халăхшăн уçă пулнине, унпа канашлама тăрăшнине, пĕр чĕлхе тупма пултарнине, малашлăха талпăнма пĕр çул шыранине çирĕплетекен документ.

Владимир ГРИГОРЬЕВ, Красноармейски район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ:

- Эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне питĕ тимлĕ итлерĕм. Вăл хальхинче манăн шухăш-кăмăла кăна мар, республикăра пурăнакан кашни çыннăн çутă тĕллевĕпе туйăмне палăртрĕ тесе çирĕплетсех каланă пулăттăм. Тăван халăхăмăр умĕнче хамăр тунă ĕç-хĕлĕн çулталăкри пĕтĕмлетĕвĕ вăл, малашлăха уçăмлă пăхни. Урăхла каласан - халăх шанăçне ÿстерни, унăн хисепне çĕнсе илни. Ĕçлĕх тата курăмлăх - Çырăвăн тĕп тĕшши, шăнăрĕ. Çак паха енсем кăçалхи Çырура та палăрчĕç.

Тăван республикăмăра пĕлтĕр çăмăлах килмерĕ пулин те вăл çулталăкра ĕçри ÿсĕмсемпе, лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Ĕç пĕтĕмĕшле кăтартусенче çеç мар. Чăваш Енĕн рейтингĕ ÿсни хăех - регионăн политикăри менеджменчĕн тата ертÿçисен патне шанăç ÿснине çирĕплетекен барометр. Чăваш Республикин ертÿçи демократиллĕ патшалăхра пĕртен-пĕр майпа - конкретлă ĕçсемпе кăна халăх шанăçне çĕнсе илме май пуррине питĕ лайăх ăнланать. Сăмахăма пĕтĕмлетсе çапла каланă пулăттăм: Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру - республика умне кăларнă ыйтусене пĕрле татса пама хăват кÿрекен пысăк пулăм.

Геннадий МАТВЕЕВ, Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн шаннă çынни:

- Ку вăл питĕ конкретлă, концепци енчен тĕрĕсленнĕ Çыру. Ыранхи кун пуласлăхĕ, малашнехи аталану шанăçĕ çуралчĕ. Ку - чи кирли, пахи. Çырура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тĕплĕ тишкернĕ, промышленноçри, ялхуçалăхĕнчи ÿсĕме хак панă, ура хуракан чăрмавсене пĕтермелли çул-йĕре палăртнă. Хам çар çынни пулнă май, çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ĕç тытăмне лайăхлатасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве туптанă ветерансене, тыл ĕçченĕсене пур енлĕ пулăшса тăма кирли çинчен пайăррăн палăртса уйрăммăн калани кăмăла кайрĕ. Чăннипех, пирĕн патриотизм темипе çине тăрарах ĕçлемелле, Раççей патшалăхĕн историйĕн паттăр тата трагедилле тапхăрĕ, пирĕн çынсем кăтартнă паттăрлăх çинчен чăннине каласа памалла. Сăмах тĕшши, Михаил Васильевич калашле, Раççей халăхĕн калама çук пысăк ăс-хакăл вăйĕн, виçесĕр хăюлăхĕпе паттăрлăхĕн тĕслĕхĕсем çинче никĕсленсе тăмалла.

Юрий ЛИСТОПАД калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.