Archive - 13 Кăрлач, 2015

13 Кăрлач, 2015

"Сывлăх" /Здоровье/, № 1 /817/, 13. 01. 2015

о Воспалился самый большой нерв.
о Гороскоп здоровья: "Что ждет в январе?"
о В сезон гриппа и простуд.
о Лечат бронхит.
о Страница для родителей "Удаленький ты мой".

13 Кăрлач, 2015

ЯНВАРЬ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕн çуррине яхăн пурăнса ирттертĕмĕр пулин те малаллахи кунсенче мĕн кĕтнине пĕлни ытлашши пулмĕ. В. Матвеев астролог январĕн 13-15-мĕшĕсенче уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнет, мĕншĕн тесен çак тапхăрта шăннипе аталанакан чирсем тата вирус чирĕсем вăй илеççĕ. Аппетита чакарсан лайăхрах, сывлăх йĕркеллĕ çынсене январĕн 20-мĕшĕнче выçă тытни те пăсмасть. Уйăх вĕçнелле организм хăвачĕ ÿссе пырать. Çапах та калориллĕ апат нумай çисен кĕлетке виçи хăвăрт ÿсме пултарнине ан манăр.

Сурăх

13 Кăрлач, 2015

АЧА КĔТНĔ ТАПХĂРТА

Ача кĕтнĕ вăхăтра ялан çиме хăнăхнă çимĕçсем те сиен кÿме пултараççĕ. Диетологсем асăрхаттарнине шута илсен чылай кăлтăкран хăтăлма май килĕ.

1. Газлă пылак шывсем. Вĕсенче ахаль шывсăр пуçне лайăххи нимĕн те çук. Ытти - организм çăмăллăнах йышăнакан углеводсем, йÿçеклĕхе йĕркелекенсем /лимон тата фосфор йÿçекĕсем/, сăрăсем, ароматизаторсем, кофеин. Тата пĕр стакан шĕвек пуçне вăтамран 4-5 апат кашăкĕ сахăр. Çакăн пек шĕвексем ăш хыпнине ирттереймеççĕ.

Мĕн лайăхрах? Килте хатĕрленĕ улма-çырла сĕткенĕ шывпа хутăштарса е чĕрĕ çырла хушнă йогурт.

13 Кăрлач, 2015

СĂМАХА ШУХĂШЛАСА КАЛАМАЛЛА

Нимех те мар пек туйăнакан сăмахсем малашне ачан пурнăçĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратма пултараççĕ. Çавăнпа мĕн каланипе питĕ тимлĕ пулмалла, йăнăшасран асăрханмалла.

* «Ан чуп, урусене хуçса пăрахатăн! Пите ан пĕркеле, чалăшсах ларать акă!» Аслисем, паллах, япăххинчен асăрхаттарасшăн-ха. Анчах ачасен хăлхине предложенисен иккĕмĕш пайĕ кăна кĕрет, асра юлать. Çакна пула пурнăç хăрушă пек туйăнма пуçлать, хăравçăлăх аталанать.

13 Кăрлач, 2015

САХĂРА ЧАКАРМА

Диабетпа аптракансене юнри сахăр шайне чакарма килти мелсемпе те усă курма сĕнеççĕ.

* Суханпа ыхрана чĕрĕлле е пĕçерсе, е апата хушса çини аван. Кунне пĕрре ирхине е каçхине духовкăра е кăмакара пĕçернĕ сухан çиме, е кунне 2 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ сухан сĕткенĕ ĕçме пулать.

Сухан шĕвекĕ паха: вĕренĕ 1 стакан шыва вăтам сухана хуппинчен тасатса тата вĕтĕ вакласа ямалла, 2 сехет лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

13 Кăрлач, 2015

МАÇ СĔРСЕН ÇĂМĂЛРАХ

*Сыпăсем ыратсан ухмах йывăççин /багульник/ вĕтетнĕ типĕ чечекĕпе çулçине 3 апат кашăкĕ илсе хупахăн 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымарĕпе тата 4 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла. Тăм чÿлмекпе духовкăна питĕ пĕчĕк çулăм çине 12 сехете лартмалла. Унтан кăлармалла, вĕриллех марля витĕр кĕленче савăта сăрăхтармалла. Анине хупăлчапа мар, пергамент хучĕпе витсе çыхмалла, сивĕтмĕше лартмалла.

Сыпăсене сăтăрма маçа кирлĕ чухлĕ илсе ăшăтмалла. Сăтăрнă хыççăн сыппа ăшă япалапа чĕркемелле.

Pages