АЧА КĔТНĔ ТАПХĂРТА

13 Кăрлач, 2015

Ача кĕтнĕ вăхăтра ялан çиме хăнăхнă çимĕçсем те сиен кÿме пултараççĕ. Диетологсем асăрхаттарнине шута илсен чылай кăлтăкран хăтăлма май килĕ.

1. Газлă пылак шывсем. Вĕсенче ахаль шывсăр пуçне лайăххи нимĕн те çук. Ытти - организм çăмăллăнах йышăнакан углеводсем, йÿçеклĕхе йĕркелекенсем /лимон тата фосфор йÿçекĕсем/, сăрăсем, ароматизаторсем, кофеин. Тата пĕр стакан шĕвек пуçне вăтамран 4-5 апат кашăкĕ сахăр. Çакăн пек шĕвексем ăш хыпнине ирттереймеççĕ.

Мĕн лайăхрах? Килте хатĕрленĕ улма-çырла сĕткенĕ шывпа хутăштарса е чĕрĕ çырла хушнă йогурт.

2. Чипс. Çĕрулмирен хатĕрленĕ пачах усăсăр тенĕ пек çимĕç. Çĕрулми çăнăхĕнчен чуста çăраççĕ, кайран унран чипссем хатĕрлеççĕ те ăшалаççĕ. Унсăр пуçне çурмафабриката синтетика ароматизаторсем, тăвар, тутăна вăйлатакансем /натри глютамачĕ/ хушаççĕ. Углеводсен, çусен, хими япалисен хутăшĕ пулать.

Мĕн лайăхрах? Улма-çырла чипсĕ усăллă. Унра холестерин та, канцерогенсем те çук, ăна ăшаламалла та мар, фруктоза пуррине кура хăй тĕллĕнех шатăртатакан тата пылак пулать. Тĕслĕхрен, панулмирен чипс хатĕрлеме ăна хуппинчен тата варринчен тасатмалла. Çаврашкасем туса касмалла та духовкăра чи пĕчĕк температурăра 1-2 сехет пĕçермелле.

3. Хăвăрт хатĕрлемелли апат-çимĕç. Çакăн пек лапша, яшка, çĕрулми нимĕрĕ - хими прмышленноçĕн çĕнĕлĕхĕсем. Вĕсенче мĕн кăна çук пулĕ! Эмульгаторсем, консервантсем, ароматизаторсем, тутăна вăйлатакансем, улăштаракансем... Тĕслĕхрен, стаканри лапшана малтан пĕçереççĕ, ăшалаççĕ, типĕтеççĕ те çăваççĕ. Çавăнпа унра усăллă япаласем пачах юлманнинчен тĕлĕнмелли çук.

Мĕн лайăхрах? Йĕркеллĕ апатлану. Ача кĕтекен хĕрарăмсен тин хатĕрленĕ апат-çимĕç кăна çимелле.

4. Кăлпасси, какай çурмафабрикачĕсем. Вĕсене час-часах япăх сорт ашран, ген-модификаци чĕртаварĕ тата «тутлă» ароматизаторсем, техĕмлĕхсем, консервантсем хушса хатĕрлеççĕ.

Мĕн лайăхрах? Килте хатĕрленĕ аш-какай апачĕсем. Вар-хырăм пăсăласран тата ытти чир пуçланасран кирек мĕнле какая лайăх пĕçермелле е ăшаламалла.

5. Майонез. Вăл ача кĕтекен хĕрарăмшăн ытлашши калориллĕ, 65 процент çуран тăрать, унра натри, усăллă мар хушăмсем пур. Натри ытлашши пулни клеткăсене усăллă япаласем пырса тăрассине, япаласен ылмашăнăвĕн çимĕçĕсем тухассине вăрахлатать, клеткăсен хастарлăхне чакарать. Майонезра юн тымарĕсемшĕн сиенлĕ холестерин та нумай.

Мĕн лайăхрах? Çак соуса килĕштеретĕр пулсан ăна килте хатĕрлеме пулать. Рецепчĕ: вилкăпа е миксерпа пĕр çăмартана çур чей кашăкĕ горчицăпа, кăшт тăварпа тата сахăрпа пĕрле лăкамалла. Кăпăшлантарнă вăхăтрах 100 миллилитр тип çу, кăшт лимон сĕткенĕ хушса тата темиçе минут лăкамалла.

6. Шăккалат батончикĕ. Унра калори, хими хушăмĕсем, сăрăсем, ароматизаторсем питĕ нумай. Çимесен тĕрĕсрех. Организм пылак ыйтни сахăр мар, пĕлтерĕшлĕ тутлăхлă япаласем çитменнине пĕлтерет.

Мĕн лайăхрах? Йÿçĕ лайăх шăккалат, улма-çырла, типĕтнĕ улма-çырла, иçĕм хушнă сĕлĕ печенийĕ. Улма-çырлана чĕрĕлле те, вакланă касăкĕсене ирĕлтернĕ шăккалатра йăвантарса та çиме юрать.

7. Консерв. Какай тата пулă консервĕсене бактерисене хирĕçле препаратсем хушаççĕ, вĕсем хырăмри ачана япăх витĕм кÿреççĕ, аталану йĕркине пăсма пултараççĕ. Пахча çимĕç консервĕсенче вара салицил йÿçекĕ пур, вăл ачанне аллерги реакцийĕ пуçарма пултарать.

Мĕн лайăхрах? Пахча çимĕçе консервламалла мар, тăварламалла, йÿçĕтмелле, улма-çырлана сахăр хушса кăна тирпейлемелле. Лавккара пĕчĕк ачасем валли кăларнă консервсем туянма пулать.

8. Кăмăскаллă çемçе сыр. Тутлă çак çимĕçре листери бактери пулма пултарать, вăл йывăр инфекци чирĕ листериоз пуçарать. Хăш чухне çак чире пула ача ÿкес хăрушлăх тухса тăрать.

Мĕн лайăхрах? Шĕвĕ сĕт, моцарелла сыр, хытă сыр, тăпăрчă.

9. Пулă тата тинĕс çимĕçĕсем. Çапла, час-часах пулăра та ачан нерв тытăмĕн аталанăвне пăсма пултаракан ртуть чылаййине палăртаççĕ. Пулă мĕн чухлĕ шултрарах тата ватăрах, ртуть çавăн чухлĕ ытларах.

Мĕн лайăхрах? Креветка, семга, сайда. Çак тинĕс çимĕçĕсенче сиенлĕ япаласем питĕ сахал пухăнаççĕ. Вĕсене эрнере икĕ хут шанчăклăнах çиме юрать. Креветкăна вĕрекен шывра 4-6 минут пĕçермелле. Пулла - 230 градус температурăра тачкăшне кура /тĕслĕхрен, чи хулăн пайĕ 2,5 сантиметрпа танлашсан 10 минут/.

10. Поп-корн, хăрпăк куккурус. Хатĕрленĕ хыççăн куккурусра крахмал сахалланать, дикстринсен, шывра ирĕлекен япаласен виçи ÿсет. Унта тата тăвар, сахăр, тутăна вăйлатакансем, ароматизаторсем /«шăккалатран» пуçласа «пĕçернĕ рак» таранах/ хушаççĕ. Вĕсем, паллах, çимĕç пахалăхне лайăхлатмаççĕ.

Мĕн лайăхрах? Тăвар питĕ сахал хушса килте хатĕрленĕ поп-корн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.