Сиппе кайтăр

6 Чÿк, 2015

Чун таса пулсан - çын сывă

6 çулта чухне кукамăшĕ унăн умне чăх, сурăх шăммисене хурса вĕсене мĕнле тĕрĕс, пĕр тикĕс лартмаллине ăнлантарнă. Шăмă хуçăлсан таврари çынсем хĕрача кукамăшĕ патне васканă. Хĕр пĕрчишĕн пирвайхи "урок" питĕ кăсăклă иртнĕ. Мĕнрен мĕн пулнине тĕплĕ пĕлесси халĕ те çухалман тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмăн. Ĕмĕр тăршшĕпе вĕренет вăл, пире те тĕрĕс пурăнма, хамăра юратма вĕрентет. "Унсăрăн çын сывлăхлă пулаймĕ", - тет.

Пĕчĕклех амăшне чĕртнĕ

20 Пуш, 2015

Сивĕ пÿлĕмри тутлă ыйхă

Порфирий Иванова халĕ сайра-хутра асаилеççĕ. Çирĕм çул каярах ячĕ-шывĕ халăхра кĕрлесе тăратчĕ. Унăн сиплев мелĕсемпе усă куракан та чылайччĕ. Çынсем пăрлă шывра чÿхенетчĕç, вак касса чăмпăлтататчĕç, юр çийĕн çарран утатчĕç.

Паллах, эпĕ ку мелсемпе пуринпе те усă курман. Çапах вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе ÿт-пĕве çирĕплетме тăрăшнă. Сăмахран, паянхи кунччен сивĕ шывпа чÿхенетĕп. Сивве пула тутлă ыйхăпа çывăратăп.

13 Нарăс, 2015

Юн пусăмне чакарма

• Çур литр шыва пĕр ывăç катăркас (боярышник) çырли ярса вĕреме кĕртмелле, йăваш çулăм çинче 5-10 минут вĕретмелле. Унтан 2-3 сехет тăрăлтарса лартмалла. Апат умĕн çур сехет маларах 3-4 сыпкăмшар ĕçмелле.

• Хура пилеше сахăрпа хутăштарса (500 г çырла çине - 350 г сахăр) холодильникра упрамалла. Кунне 2 хут икшер кашăк çимелле.

Pages