Юн пусăмне чакарма

13 Нарăс, 2015

• Çур литр шыва пĕр ывăç катăркас (боярышник) çырли ярса вĕреме кĕртмелле, йăваш çулăм çинче 5-10 минут вĕретмелле. Унтан 2-3 сехет тăрăлтарса лартмалла. Апат умĕн çур сехет маларах 3-4 сыпкăмшар ĕçмелле.

• Хура пилеше сахăрпа хутăштарса (500 г çырла çине - 350 г сахăр) холодильникра упрамалла. Кунне 2 хут икшер кашăк çимелле.

• Гипертониксене, сахăр диабечĕпе аптракансене тата самăр çынсене хура пилешпе сахăр хутăшне çиме сĕнмеççĕ. Вĕсемшĕн çак настой усăллăрах: вĕретнĕ 1 стакан шыва 1-2 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетсе типĕтнĕ хура пилеш ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Ăна кунне 2 хут 2-3 кашăк ĕçмелле. Холодильникра упрамалла.

• Çывăрма выртиччен 1-2 сехет маларах çур пачка тăвар хушнă ваннăра выртни аван. Унта пĕр кĕленче валериана хушсан тата лайăхрах, çапла 10-15 минут выртсан юн пусăмĕ чакмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.