Диабет чухне

1 Çурла, 2014

Сахăр диабечĕ чухне апата питĕ уяса çимелле. Юнри сахăр шайне йĕркелеме уйрăмах 7 тĕрлĕ çимĕç пулăшать.

  • Кунсерен пĕрер турилкке шывпа пĕçернĕ сĕлĕ пăтти çимелле. Вăл холестерин шайне чакарать.
  • Топинамбур усăллă. Ăна салата чĕрĕлле хушса е пахча çимĕçпе пĕрле пăшăхласа çимелле.
  • Пахча çимĕçпе пĕрле пăшăхланă е духовкăра пĕçернĕ треска пулă аван.
  • Кун тăршшĕнче 250 мл шăлан (шиповник) чейĕ ĕçни усăллă: каçлăха термоса 1 стакан вĕри шыв тата 1 кашăк шăлан çырли ярса хумалла.
  • Чей е пахча çимĕç салачĕ çине 5-10 г авăртнă корица хушмалла.
  • Купăстана пăшăхласа е чĕрĕлле çини те аван.
  • Кунсерен 1-3 стакан симĕс чей ĕçмелле.
  • Апата кунне 5-6 хут, сахалшар çеç çимелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.