Комментари хушас

6 Чÿк, 2015

Чун таса пулсан - çын сывă

6 çулта чухне кукамăшĕ унăн умне чăх, сурăх шăммисене хурса вĕсене мĕнле тĕрĕс, пĕр тикĕс лартмаллине ăнлантарнă. Шăмă хуçăлсан таврари çынсем хĕрача кукамăшĕ патне васканă. Хĕр пĕрчишĕн пирвайхи "урок" питĕ кăсăклă иртнĕ. Мĕнрен мĕн пулнине тĕплĕ пĕлесси халĕ те çухалман тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмăн. Ĕмĕр тăршшĕпе вĕренет вăл, пире те тĕрĕс пурăнма, хамăра юратма вĕрентет. "Унсăрăн çын сывлăхлă пулаймĕ", - тет.

Пĕчĕклех амăшне чĕртнĕ

Хĕрача 12-ре чух амăшĕ вилес патне çитет, сывлаймиех пулать. "Аннÿне пулăшма санăн çавăн пек тумалла", - илтет вăл шалти туйăм сассине. Хĕрача аллисене çÿлелле çĕклет, амăшне унтан-кунтан пускалать, тепĕр вырăнта ытларах тытса тăрать. Акă... амăшĕ самаях хускалма тытăнать. Çавна кура пÿртри çынсем ăна хăвăртрах пульницана ăсатма васкатаççĕ. Хĕрачана тата унăн 6 уйăхри йăмăкне куккăшĕ хăйсен патне илсе каять. Кăшт вăхăтран чупса килет те: "Аннÿ татах "вилчĕ". Аллусемпе малтанхи пек туса пăх-ха", - тет. Палатăра никам та çук. Ара, виле умĕнче кам тăтăр? Пурте тухса кайнă. Ача ачах çав - шур пирпе витнĕ амăшне курсан макăрса ярать. Епле куç шывланмĕ: çур çулти йăмăкне мĕнле пăхса ÿстермелле унăн? Аллине ури патне çывхартсан лешĕ ăна туртса илет, тапса ярать, "Эпĕ ăçта?" - тесе куçне уçать. Хĕрне пуçран шăлса йĕме тытăнать. Хыççăнах амăшне операци тума илсе каяççĕ. Вăл сывалать. Тĕлĕннипе шалт хытнă хирург хĕрача куккăшне: "Сирĕн ку "ылтăна" ?хĕре - авт.% шур сăмса тутрипе чĕркесе упрамалла", - тет.

Хăшĕн - пуç, теприн - шăл, виççĕмĕшĕн урăххи ыратнине кура хĕр сиплет те сиплет. Ĕçĕ пулса пынăран савăнать. Анчах пĕррехинче питĕ вăйлă аптрать, вилес патнех çитет. Çынсен ыратăвне хăв çине ытлашшипех илсен унран тасалма пĕлмелле çав. 4 кун тăна кĕмесĕр тенĕн выртать пульницара, организм эмеле уколпа та йышăнаймасть. Практикăна килнĕ пĕр еврей тухтăр хĕрача ыттисенчен уйрăлса тăнине сисет те ансат меслетпе усă курма сĕнет. Ваннăна сивĕ шыв тултараççĕ те ăна унта чиксе кăлараççĕ. Хĕрача ура çине тăрать.

"Ячĕ-шывĕ пур-ши ку тĕлĕнтермĕш çыннăн?" - тетĕр-и. Пур, анчах хăй ыйтнипе ятне те, хушаматне те улăштарса çыратăп. Журналистсемпе вăл юлашки вăхăтра сайра-хутра курнăçать. Ахăртнех, шухăша инçетренех туйса илнĕрен кăна манпа пуплеме вăхăт тупрĕ. Ăнсăртран-и е çук-и - тĕнчекурăм та иксĕмĕрĕн пĕрешкел пулчĕ. Хăвпа ху "ĕçлеме" ÿркенмесен кирек мĕнле чире те парăнтарма май пур. Хамăра юратма, шалти туйăмсене итлеме вĕренмелле. Пĕлетпĕр тетĕр-и? Иккĕленетĕп, мĕншĕн тесен аптекăсенче эмел туянса пин-пин тенкĕ укçа тăкакланине, тепри пульницаран уйăхĕ-уйăхĕпе тухайманнине куратăп... Зинаида Алексеевна патĕнчен тислĕк купи евĕр наркăмăшланнă организма тасатса кайнă хыççăн та хăш-пĕри вĕрентсе каланине манать те 4-5 çултан тепĕр хут çаврăнса çитет.

Тăван ял Америкăран хаклăрах

Çынна сиплес хăват Зинаида Петрова патне йăхран йăха куçса çитнĕ. Кукамăшĕн амăшĕ чирлисене курăкпа сипленĕ. Вĕсен тасамарлăхĕнчен хăтăлма пĕлменрен суккăрланнă.

Пульницаран тухсан Зина сиплессипе ытлашши аппаланман, нумай вулама тăрăшнă, 1700 çулхи сиплевçĕсем таранах кăсăкланнă. Ашшĕ те вулама юратакан çын пулнă. Наполеон Хиллăн "Думай и богатей" кĕнекине илсе килнĕ киле. Библиотекăра вăл пĕртен-пĕрре пулнă, уншăн ашшĕ вулавăша пилĕк çĕнĕ кĕнеке туянса панă.

Зинаида Алексеевна - медицина пĕлĕвĕ илнĕ халăх сиплевçи. Вăл çамрăк чухне çĕр ĕçне питĕ килĕштернĕ, ăна-кăна ÿстерессипе кăсăкланнă, агроном пулма ĕмĕтленнĕ. Амăшĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ вара ăна: "Санăн Турă пани пур. Темле пулсан та медицина енĕпе вĕренмелле", - тенĕ. Хĕр иккĕленнĕ: ара, ашшĕ тата амăшĕ чирленине курса ÿснĕскер хăйĕн ĕмĕрне чирлисемпе текех çыхăнтарасшăн пулман. Çавах та тăванне итленĕ, Канашри медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен малалла ăс пухма Йошкар-Олана направлени панă. 6 ачаллă çемьере килтисене йывăр килнĕ, ашшĕ хĕрне вĕрентеймессе пĕлтернĕ. Кăштахран Зинăн биологи енĕпе аслă пĕлÿ илес килнĕ. Анчах пĕр тухтăр ăна: "Лаборанткăра ĕçлеме сана мĕншĕн аслă пĕлÿ кирлĕ", - тесен çак шухăша пăрахăçланă.

1989 çулта Зинаида Алексеевна утайми пулать. Шупашкарти пульницара пĕр профессор унра асамлă вăй пуррине аса илтерет. Ăна малалла аталантарма хушать çеç мар, мĕнрен пуçламаллине те ăнлантарать. Малтанах хĕрарăм массажистсен курсне çÿрет, паллă сиплевçĕ Джуна меслечĕпе паллашать. 1990 çулта ял хуçалăх предприятийĕн çуртĕнче массаж пÿлĕмне йĕркелет. Кунта ĕçленĕ вăхăтра унăн малаллахи çулĕ уçăлса пырать. Мускаври халăх медицинин академине пĕтерет ?8 çул вĕренет%. Паян кунччен те тĕрлĕ çĕршыв сиплевçисемпе çыхăну тытать, кашни эрнерех интернет урлă калаçать, вĕсен ĕç меслечĕпе кăсăкланать. Америкăна ĕçе чĕнекен те пур, анчах Зинаида Алексеевна хăй çуралса ÿснĕ ялтан ниçта кайма та килĕшмест. Кунта ăна тăван çĕр сиплет, упрать, ун çинче ÿсекен пахча çимĕç, улма-çырла, чечек вăй парать.

 

Хамăра юратмалла

Эмеле хăнăхнă çынна хăйĕнпе ĕçлеме питĕ йывăррине ăнланмалла. Зинаида Петрова та ашшĕ библиотекăран илсе килнĕ кĕнекене вăл çĕре кĕрсен çулталăк иртсен кăна вулама вăхăт тупнă. Пĕрремĕш хут унта çырнин 5 процентне кăна ăнланнă. Тепĕр хут алла тытнă. Тинех кирли ăс патне çитнĕ. Кун хыççăн виççĕмĕш хут вулама тата кăсăклă пулнă. Малтан - 3, унтан - 5, кайран 10 çула хăйне валли программа тунă.

Çыннăн шалти туйăмĕ 3 пайран тăрать: ăс /сознание/, унран çÿллĕ шайри /сверхсознание/ тата аялти пайри ăс /подсознание/. Вĕсемпе калаçма, çыхăну тытма вĕренмелле. Калăпăр, Турă таçта çÿлте пек туйăнать, тĕрĕссипе - пурте пирте, пуçра, тăнра, чунра, таврара. Вăл паракан кирлĕ информацие илме пĕлместпĕр. Пĕр çеккунтра пуçра 15 млн бит хăвăртлăхпа хыпар вĕçсе иртет, анчах эпир вĕсенчен нумайран та 5 млн кăна туйса, ăнланса илме пултаратпăр, ыттине ăпăр-тапăрпа тултаратпăр. Çавăнпа чунра кризис пуçланать, вăл тасамарланать, чире каять. Çакăншăн Турăран каçару ыйтмалла, шикленĕве, тарăхăва, кÿренĕве кăларса яма пулăштăр вăл, çăмăллăх патăр. Ăна юратмаллине, тав тумаллине палăртать Зинаида Алексеевна. Çапла тусан кăна сывалу çулĕ çине тухма пулать.

Зинаида Петрова чирлисене сăмахпа кăна вĕрентмест. Массажист пулнă май çын организмĕнчи питĕрĕннĕ каналсене уçать, килĕнче ятарласа çитĕнтерекен ÿсен-тăранпа сиплет, ăш-чике тасатать. Курать вăл: ун патне пыракансен 99 проценчĕн организмĕ тислĕк купи евĕр вараланнă. "Çĕр çисе пурăннă тейĕн - хуп-хура", - палăртать хĕрарăм. 10-14 сехетре апатлансан организм кирек епле çимĕçе те шăрантарма пултарать, мĕншĕн тесен ку вăхăтра хĕвел вăйĕ нумай пулăшать. Каçхине 6 сехет хыççăн çини организма наркăмăшлантарать.

Зинаида Алексеевнăн шухăшĕпе Çĕр çинче сыватма пултарайман чир çук. Турă çынна йăлт панă, çав шутра - сиплев майне те. Хамăра ăнланма, итлеме, пуçра вĕçсе иртекен мĕльюн информацирен кирлине суйласа илсе чунра хăварма вĕренмелле. Капла тума вĕренсе çитмен пулсан чирлĕ органпа калаçмалла, ăна упрайманшăн каçару ыйтмалла тата юратмалла. Чире парăнтарасси çавăнтан пуçланать. Çапларах пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ халăх медицинин иккĕмĕш степеньри магистрĕпе Зинаида Алексеевнăпа калаçнă хыççăн.

Ирина НИКИТИНА.

Патăрьел районĕ,

Тури Туçа ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.