Archive - Кăрлач 2015

январь 27th

27 Кăрлач, 2015

Аттестат алла иличчен...

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăтам шкултан вĕренсе тухакансемшĕн сахал мар улшăну пуласси çинчен вулаканăмăрсене пĕлтернĕччĕ. Анчах "Хыпар" хаçата 2015 çулăн пĕрремĕш çурçулĕ валли çырăнса илнисен йышĕнче çĕнĕ çынсем те пур. Эппин, кăçалхи выпускниксене экзаменсенче мĕн çĕнни кĕтни çинчен тепĕр хут аса илсен те пăсăк мар. Малалла вулас...

27 Кăрлач, 2015

Полицире - студентсен десанчĕ

"Студентсен десанчĕ" - полици çакăн пек ятпа йĕркеленĕ акци вăхăтĕнче пĕтĕм Раççейĕпе пин-пин студент Шалти ĕçсен министерствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Чăваш Енре те аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан яшсемпе хĕрсен пысăк йышĕ ЧР ШĔМĕн тĕрлĕ подразделенийĕнче пулса курчĕ.

27 Кăрлач, 2015

Чи ватă шкулсенчен пĕри 120 çул тултарчĕ

XIX ĕмĕр вĕçĕнче хальхи Комсомольски районĕн хутлăхĕнче 18 шкул шутланнă. Аслă Каçалти, Шурутри, Аслă Чурачăкри - чи малтан туса лартнисем. Тутар Шурутра, Тукай Мишерĕнче, Урмаелĕнче, Чĕчкенте 1860-1870 çулсенчех мечĕтсем çумĕнче мехшебсем уçăлнă, малайсене /хĕрачасем унта çÿремен/ мулласем вĕрентнĕ.

Уйрăм çын çуртĕнче вĕреннĕ

27 Кăрлач, 2015

Шÿтле-шÿтлех хытă хĕстернĕ

Кăçалхи мартра сатирăпа кулăш журналĕ «Капкăн» 90 çул тултарать. Çапла, сумлă пулăм. Вăрăм ĕмĕрĕнче тĕрлĕ тапхăра тÿссе ирттернĕ вăл. Тиражĕ çĕр пинрен иртни те пулнă, халăх питĕ кăмăллакан кăларăм тухма чарăннă самантсем те асра.

27 Кăрлач, 2015

Хăнтăрсем тупăнчĕç

Вăрнар районĕнчи Кайри Тукайра пурăнатăп. Пушă вăхăтра уй-хирте уçăлса çÿреме юрататăп. Ял çумĕпе авкаланса Санар шывĕ юхса иртет. Икĕ çыранĕ тăршшĕпех - йăмра, хăва. Ĕлĕк Кайри Тукая хирĕç тепĕр ял пулнă теççĕ. Темшĕн пĕтнĕ. Çынсем урăх вырăна пурăнма куçнă.

27 Кăрлач, 2015

Пулăран инкек курас марччĕ

Роспотребнадзор управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - трематодăна /шĕвĕрĕлчен/ пула этем организмĕнче вăй илекен описторхозпа республикăра 2011 çулта - 60, 2012 ç. - 45, пĕлтĕрхи 8 уйăхра 31 çын чирленĕ. Унăн тăршшĕ 8-13 мм. Этем тата чĕрчун варĕнче ĕрчет. Унта ăçтан лекет-ха? Малалла вулас...

27 Кăрлач, 2015

Саккуна 251 хут пăснă

ЧР Чĕрчун тĕнчин объекчĕсемпе вăл пурăнакан вырăна хÿтĕлекен, тĕрĕслекен тата йĕркелесе тăракан патшалăх служби 2014 çулхи ĕç-хĕле Çĕнĕ çул умĕн пĕтĕмлетрĕ. Коллеги ларăвĕ çутçанталăк тусĕсемпе кайăкçăсене кăсăклантарма пултарать. Унти информаципе паллаштарас килет.

27 Кăрлач, 2015

Çĕнĕ башня

Пĕлтĕрхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Орпа Павлово ялне вăрăм прицеплă машина пырса кĕнĕ. Вăл Ростов облаçĕнчи Таганрог хулинчен çĕр айĕнчен шыв уçласа тултармалли башня тиесе килнĕ. Ăна çуркунне тăратса лартасшăн.

27 Кăрлач, 2015

Ăстаçă пурне те кирлĕ

Хамăр тăрăхри ялсенче халĕ кăçатă тăвакансем те, тĕплекенсем те юлманпа пĕрех тесе шутлаттăм. Журналист ĕç-хĕлĕпе таçта та çитсе курнă - тĕл пулманччĕ. Тутарстан Республикинчи Элмет районĕнчи Ерĕспел ялĕнчи Григорий Александров ăстаçăпа паллашрăм та - маншăн ку чăн-чăн савăнăç пулчĕ.

27 Кăрлач, 2015

Кĕмĕл-ши эс, ылтăн-ши эс, е молотилка витĕр тухнă кĕлте-ши?

Шăпчăксем вăрансан,
юррăмсем шăрансан,
Çĕмĕртсем-çеçкесем
пĕр-пĕрне чуптусан,
Эп телейлĕ, тăван, чăлах
мар эп тăван,
Паттăр çын эп, тăван,
çут тĕнче умĕнче.
Валентин УРТАШ.
 

Pages