Чи ватă шкулсенчен пĕри 120 çул тултарчĕ

27 Кăрлач, 2015

XIX ĕмĕр вĕçĕнче хальхи Комсомольски районĕн хутлăхĕнче 18 шкул шутланнă. Аслă Каçалти, Шурутри, Аслă Чурачăкри - чи малтан туса лартнисем. Тутар Шурутра, Тукай Мишерĕнче, Урмаелĕнче, Чĕчкенте 1860-1870 çулсенчех мечĕтсем çумĕнче мехшебсем уçăлнă, малайсене /хĕрачасем унта çÿремен/ мулласем вĕрентнĕ.

Уйрăм çын çуртĕнче вĕреннĕ

1894 çулта Анат Тимĕрчкассинче чиркÿпе прихут шкулне хута янă. Тĕрĕссипе, ку ялта нихăçан та турă çурчĕ пулман-ха, вăл Аслă Чурачăк прихутне кĕнĕ. Анчах йышпа пысăк пулнă: XIX ĕмĕр вĕçĕнче 126 çемье шутланнă, 387 арçынпа 366 хĕрарăм пурăннă, вĕсен 816,5 теçеттин çĕр пулнă. Ачасем ăс пухма унччен Чурачăка е Шурута çÿренĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.