Комментари хушас

27 Кăрлач, 2015

Хăнтăрсем тупăнчĕç

Вăрнар районĕнчи Кайри Тукайра пурăнатăп. Пушă вăхăтра уй-хирте уçăлса çÿреме юрататăп. Ял çумĕпе авкаланса Санар шывĕ юхса иртет. Икĕ çыранĕ тăршшĕпех - йăмра, хăва. Ĕлĕк Кайри Тукая хирĕç тепĕр ял пулнă теççĕ. Темшĕн пĕтнĕ. Çынсем урăх вырăна пурăнма куçнă.

Çав ял вырăнне Çĕмĕртлĕх, Пултранлăх тетчĕç. Кунти тавралăх хитре. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, тутлă шăршă саракан йывăçсем, симĕс курăк илĕртеççĕ. Виçĕ çул каялла çак тăрăха хăнтăрсен пĕр ушкăнĕ килсе тĕпленчĕ. 2010 çулхи типĕ хыççăн Санар шывĕ тĕлĕ-тĕлĕпе типрĕ, çăлкуçсем хавшарĕç. Ял çыннисем шывсăр юлатпăр тесе пăшăрханчĕç. Тепĕр çул пысăк улшăну пулчĕ: çуркунне юханшывсемпе çăлкуçсем тулчĕç, çумăр час-часах çурĕ, Санар та самаях хушăнчĕ, саркаланса юхрĕ. Ĕçчен чĕрчунсем ку хутлăха килсе вырнаçни Санар пурнăçне улăштарчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.