Çула чĕнчĕ çыру

27 Кăрлач, 2015

Сывлăш нÿрĕк — кăмăл сÿрĕк

Çĕршывра вăтам професси пĕлĕвĕ паракан шкулсене аталантарасси - çивĕч ыйту. Рабочи специальноçĕсене вĕренекен сахалланчĕ те - малашлăхра заводсенче кам ĕçлесси шухăшлаттарма пуçларĕ патшалăх ертÿлĕхне. Чăн та, хăш-пĕр çамрăк ППЭрен хăраса шкулти тăххăрмĕш класс хыççăн колледж-техникума çул тытма пуçларĕ-ха ĕнтĕ. Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕ, шел те, вĕренме кĕрес текенсемпе йышланса ĕлкĕреймерĕ курăнать: çулталăк каялла ăна кунти 29-мĕш училищĕпе пĕрлештерчĕç.