Archive - Кăрлач 2015

январь 30th

30 Кăрлач, 2015

«Хресчен сасси» 6 /2519/ №, 30.01.2015

Груша чирлерĕ. Мĕн пулчĕ-ши ман йывăçпа? Сиплеме май пур-ши ăна?

Мĕн каласа çырнă-ши? Чылай чухне вăрлăх пакетĕнче тĕрлĕ саспаллипе цифра асăрхама пулать. Мĕне пĕлтереççĕ-ха вĕсем?

Ырă арăм - ырă шăпа. Картасăр хуралтă хăвăрт саланать, арăмсăр кил-çурт та часах нĕрсĕре тухать.

Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва хакласа РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева çапла пĕлтерчĕ.

Виçеллĕ усă курмалла. Панулми сĕткенне ĕçни усăллă-и? Усăллă пулсан ăна кунне мĕн чухлĕ ĕçмелле?

30 Кăрлач, 2015

Груша чирлерĕ

Виçĕм çул груша хунавĕ лартнăччĕ. Чĕрĕлчĕ, турачĕсем те хушăнчĕç, анчах тепĕр çулне йывăç çулçисем хăмăр тĕспе витĕнчĕç, унтан типсе çĕре тăкăнчĕç. Сентябрь тĕлне йывăç çап-çараччĕ ĕнтĕ. Мĕн пулчĕ-ши ман йывăçпа? Сиплеме май пур-ши ăна?

Нина Петрова. Çĕрпÿ районĕ.

30 Кăрлач, 2015

Мĕн каласа çырнă-ши?

Чылай чухне вăрлăх пакетĕнче тĕрлĕ саспаллипе цифра асăрхама пулать. Мĕне пĕлтереççĕ-ха вĕсем?

А - паллă пурри вăрлăха альтернариоз чирĕ çулăхсах кайманнине пĕлтерет. Помидор çулçипе çимĕçне ерекен хура паллăсене е хăяр çулçинче хуралса типсе кайнă вырăнсене асăрханă-и? Шăпах çав чир палли ĕнтĕ ку.

С - кладоспориоз ересрен çирĕп пулни, урăхла каласан помидор çулçине хăмăрлатакан вируса парăнманни.

30 Кăрлач, 2015

Ырă арăм - ырă шăпа

Картасăр хуралтă хăвăрт саланать, арăмсăр кил-çурт та часах нĕрсĕре тухать. Хĕрарăмсăр арçын чылай чухне пурнăç илемне çухатать: е ĕçке ерет, е çапкаланчăка тухать. Упăшкипе арăмĕн пĕр урапа çинче ларма, ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулма арăм ăслă та чăтăмлă пулни кирлĕ.

30 Кăрлач, 2015

Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва хакласа РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева çапла пĕлтерчĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, ача çураласси ÿснине палăртни - тĕрлĕ енлĕ патшалăх пулăшăвĕ кÿнин кăтартăвĕ.

30 Кăрлач, 2015

Виçеллĕ усă курмалла

Панулми сĕткенне ĕçни усăллă-и? Усăллă пулсан ăна кунне мĕн чухлĕ ĕçмелле? Хамăр ял çынни панулми сĕткенне ĕçсе вар-хырăм чирĕпе чирлерĕм тесе ĕнентерет. Тĕрĕсех-ши?

Николай Егоров. Муркаш районĕ, Анаткасси ялĕ.

30 Кăрлач, 2015

"Хыпар" хаçат, 2015 çулхи январĕн 30-мĕшĕ, 14-15 номерсем

Улăпсене тивĕçлипе хакласчĕ. Çак кунсенче Чăваш халăх писателĕ, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Петр Осипов çуралнăранпа 115 çул çитнине паллă тунă.

Çырăва хаклаççĕ

Хресченшĕн хĕлле те канăç çук. Уй-хир хулăн юр айĕнче çурхи кунсем çывхарнине туймасăр канлĕн тĕлĕрет, анчах хресчен хĕлле те йывăр шухăш тыткăнĕнчен хăтăлаймасть: çуракине епле ирттересси канăç памасть ăна.

Сĕнÿсемпе асăрхаттарусене - "Халăх тĕрĕслевĕ" портала. Çитменлĕх пирки Чăваш Енре пурăнакансем "Халăх тĕрĕслевĕ" порталта /nk.cap.ru/ пĕлтерме пултараççĕ.

Аристарх ДМИТРИЕВ: Çын чунне курма пĕлмелле. Ăсталăхне кура Аристарх Дмитриев куçару ĕçĕпех пысăк чыс-хисепе тивĕçнĕ çын.

Инкек куçа курăнса килмест. Çыру йĕрĕпе

«Имкка» тетчĕ мана асатте» Пĕлĕт çинче хĕрес курăнсан хăранипе куçне хупнă

30 Кăрлач, 2015

Улăпсене тивĕçлипе хакласчĕ

К.Пайраш, П.Осипов /сулахайран иккĕмĕшĕ/ Мĕтри Ваçлейĕ, Н.Евдокимов. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче ÿкернĕ.

Литература çулталăкĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн чăннипех асра юласса, тухăçлă иртессе питĕ шанас килет. Çапах та çыравçăсем хăйсемшĕн мел­лĕ самантпа усă курĕç-ши. Çак кунсенче Шупашкарти Литература музейĕнче Чăваш халăх писателĕ, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Петр Осипов çуралнăранпа 115 çул çитнине паллă тума пуçтарăннă йышпа курнăçнă май çакăн евĕр иккĕленÿллĕ туйăмсем йă­шăлтатса илчĕç чунра. Чăвашра писательсем 300 ытла, союзĕ виççĕ таран, тĕлпулура вара пит курăнсах та каймарĕç. Тĕп хулари 10-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренекенсем Литература музейĕн путвалĕнчи пысăках мар залăн çурри ытла пайне йышăнчĕç. Вĕсем килмен е вĕсене илсе килмен пулсан. Тĕрĕссипе, çав шайри таланта путвалта чысламаллаччĕ-и. Писатель-драматург çеç мар, чăваш театрĕн пĕрремĕш артисчĕсенчен пĕри, çавăнпа пĕрлех паллă тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, хăй вăхăтĕнче ЧАССР сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă çын, ман шухăшăмпа, пысăкрах сума тивĕçчĕ ĕнтĕ.

Pages