Инкек куçа курăнса килмест
"Сывă-и, "Хыпар" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем! Сирĕн пата Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи Зинаида Алексеевна Казакова çырать. 2014 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче кил-çуртра пушар тухрĕ, унта мăшăрăм Анатолий Никандрович вилчĕ. Чăтма çук пысăк хуйхă пулчĕ. Пĕчченех юлтăм, ачасем инçетре тĕпленнĕ. Çурт çунса юрăхсăрланнăран ăçта килнĕ унта пурăнкалатăп. Хам мĕн чăтса ирттернине çырса пĕтереес те çук. Май пулсан ман пата килсе курма тăрăшăр-ха."
Çакăн пек çыру илтĕмĕр эпир пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче. Çĕнĕ çул умĕн май килменрен уявсем хыççăн çула тухрăмăр. Вырăнти влаç хăйсем патĕнчи лару-тăрăва лайăх пĕлнине шута илсе чи малтан Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ольга Андреевăпа курса калаçрăмăр. Çыру авторĕ патне те унпа пĕрлех кайрăмăр. "Анатолий Никандрович Казаков питĕ лайăх çынччĕ. Водительте ĕçленĕ вăл: малтан колхозра, пĕр хушă ял тăрăхĕнче. Алли-ури çыпăçуллăскертен нумайăшĕ пулăшу ыйтнă: кил-çуртра юсамалли-тумалли сахал-им? Никама та хирĕçлемен Анатолий Никандрович: электрик та, ытти ĕçе те маçтăр пулнă вăл. Шел, пушарта вилчĕ. Зинаида Алексеевна питĕ тирпейлĕ хĕрарăм, килти хуçалăхне лайăх тытса пырать", - каласа кăтартрĕ Ольга Петровна. Малалла вулас...
Комментари хушас