Улăпсене тивĕçлипе хакласчĕ
К.Пайраш, П.Осипов /сулахайран иккĕмĕшĕ/ Мĕтри Ваçлейĕ, Н.Евдокимов. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче ÿкернĕ. |
Литература çулталăкĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн чăннипех асра юласса, тухăçлă иртессе питĕ шанас килет. Çапах та çыравçăсем хăйсемшĕн меллĕ самантпа усă курĕç-ши. Çак кунсенче Шупашкарти Литература музейĕнче Чăваш халăх писателĕ, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Петр Осипов çуралнăранпа 115 çул çитнине паллă тума пуçтарăннă йышпа курнăçнă май çакăн евĕр иккĕленÿллĕ туйăмсем йăшăлтатса илчĕç чунра. Чăвашра писательсем 300 ытла, союзĕ виççĕ таран, тĕлпулура вара пит курăнсах та каймарĕç. Тĕп хулари 10-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренекенсем Литература музейĕн путвалĕнчи пысăках мар залăн çурри ытла пайне йышăнчĕç. Вĕсем килмен е вĕсене илсе килмен пулсан. Тĕрĕссипе, çав шайри таланта путвалта чысламаллаччĕ-и. Писатель-драматург çеç мар, чăваш театрĕн пĕрремĕш артисчĕсенчен пĕри, çавăнпа пĕрлех паллă тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, хăй вăхăтĕнче ЧАССР сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă çын, ман шухăшăмпа, пысăкрах сума тивĕçчĕ ĕнтĕ.
Мĕн тăвас тетĕн, ятне асран кăларманни паха çапах. Музей хăй мĕн пултарнине пурнăçларĕ. Республикăн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕнĕ çыннăмăр çуралнăранпа 115 çул çитнине ирттерекен уявра СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев, Раççей халăх артистки Нина Григорьева, медицина ĕçĕн ветеранĕ Николай Григорьев, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов, Юрий Кудаков композитор, Иван Христофоров юрăç, ыттисем сăмах каларĕç. Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем Петр Осиповăн "Икĕ каччăн пĕр шухăш" пьесипе лартнă спектаклĕн, Çамрăксен театрĕн артисчĕсем "Айтар" драмăн сыпăкĕсене кăтартрĕç.
Куславкка районĕнчи Кутемерте çуралса ÿснĕ ача вунă çултах тăлăха юлнă. Сăпайлă та пултаруллă, питĕ тăрăшса вĕренекен шăллĕне пиччĕшĕ пулăшнă - Хусанти арçынсен гимназине вырнаçтарнă. 1918 çулта Петĕр çав хулари университетăн медицина факультетĕнче вĕренме пуçланă. Иоаким Максимов-Кошкинский хавхалантарнипе Хусанта тин çеç чăмăртаннă чăваш театрĕнче выляма тытăнать. Унăн артист карьеринчи пĕрремĕш роль - А.Островскин "Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн" спектакльти Еремка. Унтан ытти сăнарсем пĕрин хыççăн тепри черетленме пуçланă, Подколесин /"Авлану"/, Муромский /"Креченский туйĕ"/, Ухтеркке /"Судра"/, Миллер /"Хаярлăхпа юрату"/, ыттисем те. Артист пултарулăхĕ кинора та лайăх палăрнă унăн. 1927 çулта Чăвашкино /хамăрăн киностуди те пулнă пирĕн!/ кăларнă "Хура юпа" фильмра вăл Тевлет революционер рольне калăпланă.
Шупашкарти больницăра тухтăрта ĕçленĕ Петр Осипов пĕр вăхăт /1927-1930 çулсенче/ Чăваш театрĕнче режиссерта тата артистра та вăй хунă,1931-1934 çулсенче музыка техникумĕнче сĕрме купăс калама вĕрентнĕ. Алла калем тытасси вара чăвашла пьесăсем çуккипе çыхăннă пулĕ. Малтанласа вăл чикĕ леш енчи драматургсен тата вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Тăван чĕлхепе çырнă пьесисем - çирĕм ытла. Вĕсенчен паллисем - "Айтар", "Кушар", "Ылханлă йăх", "Икĕ каччăн пĕр шухăш", "Кулленхи симфони". Чăваш кунçулĕпе çыхăннăскерсем вĕсем, паянхи кун та куракан чунне пăлхантараççĕ, йĕртеççĕ, култараççĕ, шухăша яраççĕ.
Валерий Яковлев Петр Осипов Чăваш театрне йĕркелесе ярассине те хастар хутшăннине палăртрĕ. Тĕлĕнмелле мар-и-ха, театр икĕ çулта сцена çине аллă спектакль кăларнă. Петр Николаевич Чăваш театрĕ Хусанта çуралнă кун - январĕн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çавăнпа та вăл çынсен чунне тата кĕлеткине сыватакан çын пулса тăни таçти çÿлти эпир ăнланса çитеймен вăйсен витĕмĕ пек туйăнать.
Вячеслав Оринов "Айтар" драмăн пĕрремĕш вариантне "Пирĕн пурнăç хăтлăхра" /Осипов ăна 1926 çулта çырнă/ халăх патне çитернĕччĕ. Режиссера мĕнпе тыткăнланă вăл. Унта Айтар - наци паттăрĕ, вăл хăй халăхĕн чи сăваплă, таса вырăнне - Киремете - сыхласа пуç хунă.
Николай Григорьев тухтăр-ĕçтешне çур ĕмĕр ытла пĕлнĕ, унран вĕренсе пынă тата халăх ăна мĕнле хисепленине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Асаилĕвĕсене хаçат-журналта та, кĕнекесенче те пичетленĕ.
Осиповсен çемйипе çыхăннă асаилÿ манăн та пур. 2003 çулта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Мускавра гастрольте пулчĕ. "Таганкăри актерсен пĕрлĕхĕ" театр сцени çинче кăтартнă спектакльсене йăхташсем мĕнле йышăнни çинчен хаçатра çутатса памалла пулчĕ. Шăпах çавăн чухне тĕлĕнмелле мăшăрпа - Людмила Петровнăпа Алексей Михайлович Иваницкисемпе - паллашрăм. Людмила Петровна - П.Осиповăн хĕрĕ.
1946 çулта Шупашкарта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Мускаври пĕрремĕш медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Унтан кунти аспирантурăра ăс пухнă. Шăпах унти М.Лебедев профессор Людмилăна ăслăлăхри çул-йĕре тĕрĕс суйласа илме пулăшнă, антибиотиксен ыйтăвĕпе яланлăхах кăсăклантарса янă.
Людмила Петровна эпĕ унпа паллашнă чухне 75 çултаччĕ. "Тивĕçлĕ канура пулĕ?" - тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: "Канма кайма тахçанах вăхăт çитнĕ, эпĕ вара çаплах ĕçлетĕп-ха. Туса çитермелли нумай". Раççей Медицина ăслăлăхĕсен академийĕн член-корреспонденчĕ ун чухне академин çĕнĕ антибиотиксен институтĕнче вăй хуратчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл çĕршыври антибиотиксен ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн лабораторине ертсе пынă. Унсăр пуçне ăслăлăх ĕçĕсем, монографисем çырнă. Унăн автор свидетельствисем çеç - 32. Вăл "Хисеп Палли" ордена, тĕрлĕ медале, "Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ", "СССР изобретателĕ" ятсене тивĕçнĕ.
Людмила Петровна ăслăлăх ĕçне ытти ĕçтешне те явăçтарнă. Вăл ку енĕпе пĕр ăслăлăх докторĕ тата сакăр кандидат хатĕрленĕ.
Мăшăрĕ Алексей Михайлович та хăйĕн кунçулне медицинăпа, Раççей ăслăлăх академийĕн çыннăн нерв тытăмĕпе тата нейрофизиологийĕпе ĕçлекен институтпа çыхăнтарнă. А.Иваницкий - РФ ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, И.Павлов ячĕллĕ Ылтăн медалĕн лауреачĕ.
Çакна та пĕлтĕм: Людмила Петровнăн шăллĕ Валентин та медик пулнă, Раççей хирурги центрĕнче ĕçленĕ. Шел, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ăна сума суса центрăн çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарнă.
Иваницкисен ывăлĕ Юрий ашшĕ-амăшĕн, кукашшĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсать. Вăл пуç мимине тĕпчес енĕпе ĕçлет. Хĕрĕ Ира вара кукашшĕне хывнă пулĕ. Мĕн пĕчĕкренех сĕрме купăспа каланă. Мускав консерваторине пĕтернĕренпе Будапештра пурăнать. Музыка педагогĕ.
Людмила Петровнăран ун чухне, акă, мĕн ыйтса пĕлнĕччĕ: ашшĕн пултарулăхĕ кăсăклантарнă-и ăна? "Эпĕ хулара çуралса ÿснĕ пулсан та чăвашла аван пĕлнĕ, вуланă, - тенĕччĕ вăл. - Чăваш театрĕнче аттен пьесисемпе лартнă спектакльсене юратса пăхаттăм. Тепĕр чухне тарăхаттăм та. Атте ун пек çырман пулсан та артистсем хăйсене майлă çавăрттаратчĕç. Куракана култарас тесе-ши килĕшÿллĕ мар сăмах çаврăнăшĕсемпе усă куратчĕç. Артистсен, режиссерсен çакнашкал "пултарулăхĕ" аттене те килĕшместчĕ. Эпĕ чăваш халăхне питĕ юрататăп. Шупашкара тăтăшах пырса çÿретĕп. Атăл хĕрринчи çуртра вырнаçнă пирĕн хваттерте тăвансем пурăнаççĕ".
Уяв каçĕнче çакна пĕлтĕм: Людмила Петровнăпа Алексей Михайлович чĕрĕ-сывах-мĕн, 90 çула çывхарса пыраççĕ. Шел, Шупашкара килсе çÿреймеççĕ. Иртнĕ çул вара кукашшĕн хваттерĕнче мăнукĕсем - Ирăпа Юра - чылай вăхăт каннă иккен.
Петр Осипов - чăваш литературин чăн çăлтăрĕсенчен пĕри. Унăн ячĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, произведенийĕсем чăваш сумне çĕклеççĕ. Эпир хамăр мĕнпе тав тăватпăр-ха? Путвал шайĕнче чыс тунипе-и? Шухăшламалăх пур...
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас