Комментари хушас

30 Кăрлач, 2015

Çырăва хаклаççĕ

Николай ИВАНОВ, Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхоз председателĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа тухса калаçнине мана Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче итлеме тÿр килчĕ. Район делегацийĕн йышĕнче эпĕ те пултăм. Тÿрех калатăп, тарăн шухăшлă, ытти çулхи Çырусенчен уйрăлса тăракан докладра Михаил Васильевич республикăна ертсе пыма тытăннăранпа иртнĕ тăватă çул хушшинче тунă ÿсĕм-çитĕнÿсем яр-уççăн курăнчĕç. Тăван Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикинче тунă утăмсем çинчен каланипе пĕрлех вăл хамăра малашлăхра мĕнле тĕллевсем кĕтсе тăнине те тĕплĕн палăртса хăварчĕ.

«Тумламран тинĕс пулать» тенĕ пек, пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртнĕ ĕçсенче пирĕн пĕчĕк тÿпе те пуррине туйса тăни кăмăла çĕклет. Çак тапхăрта эпир выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе татăклă улшăнусем турăмăр. Пирĕн колхоз членĕсем ку ĕç хуçалăхшăн тупăшлă пулнине питĕ лайăх курса тăраççĕ. Акă, 2014 çулта чи пысăк пахалăхлă сĕт сутнипе кăна хуçалăх кассине 21 миллион тенкĕ таса тупăш пырса кĕчĕ. Эпир ÿлĕмрен те çав çул-йĕрех тытса пырас тĕллевлĕ. Хальхи вăхăтра кулленех кашни ĕнерен вăтамран 10 килограмран кая мар сĕт суса илетпĕр, унăн 95 процентне тирпейлекен предприятие ăсататпăр.

Республика ертÿçи Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартнине эпир ырласа йышăнтăмăр. Вăл пурнăçа кĕрсен сĕт хакĕ çулталăк тăршшĕпех çирĕп те шанчăклă пуласси иккĕлентермест.

Владимир ВАСИЛЬЕВ, физика-математика ăслăлăхĕсен докторĕ /Новосибирск хули/:

- Хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ тăван тăрăхран аякра пурăнатăп пулсассăн та Чăваш Енĕн ĕç-хĕлĕпе паллашсах тăма май тупатăпах. Ентешĕмсен пултарулăхĕ мана та савăнтарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕпе кăсăкланса паллашрăм. «Маттур эсир, хаклă та çывăх тăванăмăрсем! Кирек мĕнле лару-тăрура та хăвăра çирĕп те тÿсĕмлĕ тытма, çукран пур тума пĕлетĕр», - тесе калассăм килчĕ.

Чăваш Республикине ялта çуралса ÿснĕ, çĕр ĕçне лайăх пĕлекен, хăй вăхăтĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăха ăста ертсе пынă, хресчен нуши-тертне аван ăнланакан Михаил Игнатьев аллине шанса панă хыççăн тăван тăрăх социаллă пурнăçра та, экономикăра та, культурăпа искусствăра та самаях çитĕнÿ турĕ тесе шутлатăп. Кăна эпĕ тăван тăрăха кашни килмессерен туятăп, куратăп. Малалла та ÿсĕмлĕ ĕçлессине шанас, ĕненес килет. Çырура малашне ĕçпе çирĕплетмелли тĕллевсем те уçăмлăн курăнса тăраççĕ. Пĕрлĕхе, килĕшÿлĕхпе ăнланулăха тĕпе хуракан ентешĕмсем вĕсене çĕнсе илеççех. Пархатарлă ĕçре ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.