- Чăвашла верси
- Русская версия
Мĕн каласа çырнă-ши?
Чылай чухне вăрлăх пакетĕнче тĕрлĕ саспаллипе цифра асăрхама пулать. Мĕне пĕлтереççĕ-ха вĕсем?
А - паллă пурри вăрлăха альтернариоз чирĕ çулăхсах кайманнине пĕлтерет. Помидор çулçипе çимĕçне ерекен хура паллăсене е хăяр çулçинче хуралса типсе кайнă вырăнсене асăрханă-и? Шăпах çав чир палли ĕнтĕ ку.
С - кладоспориоз ересрен çирĕп пулни, урăхла каласан помидор çулçине хăмăрлатакан вируса парăнманни.
СТV - ÿсен-тăран çулçине симĕс, çутă-сарă тĕспе тĕрлекен хăяр вирусне чăтăмлă пулни. Хăяр вирусĕ хăяра кăна мар, кавăн, кабачок, патиссон, фасоль, кăшман, сухан тата ытти çимĕçе те сиенлет.
F - хăярпа помидора шантаракан фузариозпа чирлеменнин палли.
F1 - пĕрремĕш ăрури гибрид.
N - нематода ересрен шанчăклă.
Р - ÿсен-тăрана фитофтора çулăхмĕ.
Tm - табак вирусĕ ересрен хăрама кирлĕ мар.
V - помидорпа хăяра майĕпен шантарса пыракан чире парăнмасть.
Енчен те вăрлăх чĕркемĕ çинче VF текен паллă пур, ăна фузариоз, урăхла каласан кукша чирĕ, çулăхаймĕ. Харăсах F1TmPCFN паллăсем пулсан çакна пĕлĕр: эсир пĕрремĕш ăрури гибрида, табак вирусне, фитофтороза, çулçа хăмăрлантаракан вируса парăнтаракан, ÿсен-тăрана шанасран тата нематода ересрен упракан вăрлăха туяннă.
Комментари хушас