Archive - 5 Çурла, 2014

5 Çурла, 2014

Вăрмарсен çивĕч ыйтусем капланнă

ЧР Пуçлăхĕ эрне кун кунĕпех Вăрмар районĕнче ĕçлерĕ. Ирхи 8 сехете Аслă Пинер ялне çитрĕ, асфальт çула /1,03 км/ хĕрлĕ хăю касса уçма хутшăнчĕ. Ăна хывма ЧР хыснинчен - 29 млн, район бюджетĕнчен 1,9 млн тенкĕ уйăрнă. Çул шкулпа автотрассăна çыхăнтарать. Ял çыннисем савăнăçлă пухăва йышлăн пуçтарăннă.

5 Çурла, 2014

Бюджет укçи строительствăна тĕревлет

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

5 Çурла, 2014

Пуçлăхсемпе видеоконференци ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх - паян республикăра Украинăран тарса килнĕ 581 çын пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсем тĕллĕн килнĕ, пĕлĕшĕсем патне вырнаçаççĕ е хваттер тара илсе пурăнаççĕ. Муниципалитетсен социаллă службăсемпе ĕçе йĕркелесе ямалла, çак çынсене тупса палăртмалла, пур енĕпе те пулăшмалла.

5 Çурла, 2014

Шкулсенче ятарлă уроксем иртĕç

Тин кăна шкулсенче юлашки шăнкăрав янăранă пекчĕ, халĕ ак кĕçех Пĕлÿ кунĕ çывхарать. Чылай пĕлÿ çуртĕнче халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсем валли ятарлă тум, вĕренÿ хатĕрĕсем туянать.

5 Çурла, 2014

Илеме паллă тунă, çĕр улми ас тивнĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕне ĕненекенсем Илем ?Илле пророк% кунне уявларĕç. Илья - Руçре халăх сума сăвакан чи паллă çветтуйсенчен пĕри.

Вăл çамрăклах пуш хирте çирĕп типпе пăхăнса тата кĕлĕ туса пурăнма тытăннă. Чылай вăхăт типĕ тăрсан халăх Илле пророкран çумăр çутарма ыйтать. Çанталăк ытлашшипех йĕпе-сапана кайсан çумăра чарма тархасланă. Илем ?Илен% кунĕнче ĕçлеме юраман. Хурт-хăмăра пăхнăшăн вара ятламан. Ара вĕлле хуртне авалтанах сăваплă хурт, ылтăн хурт тенĕ.

5 Çурла, 2014

Кайăк тытма каяр-и?

ЧР Чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх служби утă уйăхĕнче республикăра 940 сăвăр, иртнĕ çулхинчен 190 нумайрах, шута илнĕ.

5 Çурла, 2014

Ытарайми çĕрĕм-шывăм

Куç умне аякри ачалăхăм тухса тăрать. 1945 çул. Вăрçă пирĕн çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Салтаксем яла таврăнаççĕ. Атте аппăшĕн Альтюк аппан икĕ ывăлĕ, Тимуш тата Петюк тетесем, тăван яла сывах çаврăнса çитрĕç. Вĕсен ашшĕ, Ĕлĕкки йысна, ĕмĕрлĕхех Воронеж çĕрĕ çине выртса юлнă.

Pages