Archive - 1 Çурла, 2014

1 Çурла, 2014

“Тухтăр пулатăп, урăх никам та мар”

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Сергей Тобоев ача чухне ваккат, астроном пулма ĕмĕтленнĕ, анчах пурăна киле тухтăр ĕçне суйланă. Мĕншĕн? Юлташĕсем тĕп хулари 31-мĕш вăтам шкулăн медицина класне кайсан Сергей та юлман. 10-мĕш класра вĕренме пуçласан вара хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: «Врач пулатăп, урăх никам та мар».

1 Çурла, 2014

“Çамрăксен хаçатне” планшетпа вулаççĕ

«Çамрăксен хаçачĕн» электрон версине вулама май пуррине пĕлетĕр ĕнтĕ. Анчах вăл чылай йÿнĕреххине, тен, кашниех тавçăрмасть те. Ансат çак мелпе Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта ĕçлекен Петр Родионов чи малтан усă куракансенчен пĕри пулнă.

1 Çурла, 2014

“Импала” çĕр улми - чи тутли”

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Илле кунĕнче, пирĕн мăн асаттесем çĕнĕ çĕр улмине кăларса пăхнă. Ăна çиме çемйипех сĕтел хушшине ларнă. Паянхи кун килте, хуçалăхсенче тĕрлĕ сортлă çĕр улми туса илеççĕ. Хăшĕ тухăçлăрах, хăшĕ тутлăрах-ши?

1 Çурла, 2014

“Çĕнтерейменни çитĕнÿ тума хистерĕ”

Пирĕн республикăра спортăн тĕрлĕ енĕпе аталанма май паракан ятарлă шкул, центр чылай. Кĕлеткене çирĕплетес, спортпа туслă пулас тесен алă усса лармалла мар çеç. Пур услови те пур! Сăмахран, тĕп хулари кÿлмек хĕрринче «Атăл» гольф-клуб ĕçлет. Тин çеç Шупашкарта мини-гольф енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртрĕ.

1 Çурла, 2014

Кăнтăрла та, çĕрле те... çынна пулăшма чупать

Етĕрне районĕнче кăçал пултаруллă 13 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Вĕсенчен пĕри - Етĕрне районĕн К.В.Волков ячĕллĕ тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕ Вера Якимова.

1 Çурла, 2014

“Кун каçипе пĕр пăта та çапмасан çурт юхăнать”

Çĕр çинчи кашни халăхăн хăйĕн тĕнчи. Çак хăтлăхсем пĕр-пĕринчен йăла-йĕркепе, культурăпа, чĕлхепе, тумтирпе, апат-çимĕç хатĕрлессипе уйрăлса тăраççĕ. Эпир чăваш тĕнчинче ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртсе хамăра телейлĕ туятпăр-ши?

1 Çурла, 2014

Çулĕ велосипедпа çÿрекенсем валлиех-ши?

Ют çĕр-шывран килнисенчен чылайăшĕ Шупашкар таса, илемлĕ иккенне палăртать. «Хула Европăланманни тыткăнлать», - пĕлтерет ытларахăшĕ. Чăн та, тĕп хуламăр çулран-çул хитреленет. Юлашки вăхăтра капмар çуртсем, суту-илÿ çурчĕсем хăпартрĕç, ача сачĕсене хута ячĕç.

1 Çурла, 2014

“Супăнь хăмпи çĕр-шыва курса çаврăнма пулăшрĕ”

Халĕ ачасем супăнь шывĕнчен хăмпă туса вĕçтерекен артиста Хĕл Мучипе Юр Пикерен те ытларах кĕтеççĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ хăмпăсем çÿлелле хăпарнине курсан вĕсем хĕпĕртенипе тăрст-тăрст сиксех алă çупаççĕ, пысăк пĕр хăмпа лексен йăл-йăл çиçеççĕ.

Pages