“Тухтăр пулатăп, урăх никам та мар”

1 Çурла, 2014

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Сергей Тобоев ача чухне ваккат, астроном пулма ĕмĕтленнĕ, анчах пурăна киле тухтăр ĕçне суйланă. Мĕншĕн? Юлташĕсем тĕп хулари 31-мĕш вăтам шкулăн медицина класне кайсан Сергей та юлман. 10-мĕш класра вĕренме пуçласан вара хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: «Врач пулатăп, урăх никам та мар». И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх унивеситечĕн медицина факультетĕнчен пĕлтĕр вĕренсе тухнăскер халĕ Хусан патшалăх медицина университечĕн ординатуринче нейрохирурги енĕпе ăсталăхне туптать. Çу вăхăтĕнче Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче практика тухать. Пултаруллă çамрăкпа ĕç хыççăн курса калаçма май пулчĕ.

- 9-мĕш класра латинла вĕрентме тытăнчĕç, чирлĕ çынсене пăхтарчĕç. Биологи урокĕсене ЧПУна каяттăмăр. Профессорсем вĕрентни кăмăла кайрĕ, предметпа ытларах кăсăкланма тытăнтăм, çавăнпах медицина енĕпе ăс пухас терĕм, - палăртрĕ республикăри учительсен чи пысăк династийĕсенчен пĕринчен тухнăскер. - Асанне тухтăр ĕçĕ çăмăл маррине пĕрре мар каларĕ, апла пулин те документсене медицина факультетне кайса патăм. Кĕтĕм.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар: ку факультетра вĕренекенсем кĕнеке умĕнче ыттисенчен ытларах лараççĕ. Сергей та анатоми, патологи анатомийĕ, неврологи, психиатри тата ытти экзамена куçа çĕрĕпе те пач хупмасăр кайнине аса илчĕ. Çапла, пулас медиксем пин-пин кĕнеке вулаççĕ. Сергей ăслăлăх ĕçне те кÿлĕннĕ - наука конференцийĕсене кашни çулах хутшăннă. Пÿрепе сулан иммун халне, гистологие ушкăнпа тĕпчесе пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ординатор тухтăр морга пĕрремĕш хут кайнине манман-ши? Унта кĕрсен ушкăнри пĕр-икĕ студент та пулин тăнне çухататех теççĕ-çке.

- Моргра пĕрремĕш хут виççĕмĕш курсра пултăм. Пирĕн ушкăнран пĕри те хăйне япăх туймарĕ - практика ăнăçлă иртрĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ каччă. Ахальтен мар-тăр, çак ушкăн факультетра ĕлкĕрсе пырас, общество, наука ĕçне хутшăнас енĕпе чи лайăххи пулнă, хушма стипенди те илнĕ. Студентсем медицинăн кашни тытăмнех тĕплĕн вĕренеççĕ, Сергейшăн чи кăсăкли - нейрохирурги.

- Мĕншĕн тесен вăл чи асамли. Нейрохирурги этемĕн нерв тытăмне, пуç мимине тĕпчет. Мимере вара этемĕн ăсĕпе чунĕ вырнаçнă. Унтах çыннăн шухăшĕсем çуралаççĕ, - палăртрĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн хальхи министрĕ Алла Самойлова ирттернĕ лекцисемпе семинарсене уйрăмах кăмăлланă яш. Вĕреннĕ чухнехи практикăсене вăл Чăваш Енри больницăсенче ирттермен, Раççейĕн ытти хулине те кайман - пулас тухтăр студентсен ятарлă программипе усă курса ют çĕр-шывсенчи чаплă сыватмăшсенче ăсталăхне туптанă. 3-мĕш курс хыççăн Сергей - Хорватири Риекăра, 4-мĕшне пĕтерсен - Индонезири Малангра, 5-мĕшне вĕçлесен Австрири Инсбрукра практика тухнă. Пĕрремĕш операцие те Риекăри клиникăра хутшăннă.

- 35 çулти арçыннăн пуç миминчи шыççа касрăмăр. Унăн пуçне мана çĕлеттерчĕç. Пĕр эрнерен пациент ура çине тăчĕ, вунă кунран ăна реабилитаци тухма урăх больницăна куçартăмăр. Çын сывалнине курма питĕ кăмăллă пулчĕ, - каласа кăтартрĕ ют çĕр-шывсенчи клиникăсенче медицинăн çав тери çĕнĕ техникине курнăскер. - Индонезири клиника госпиталĕнче ĕçленине нихăçан та манмăп. Эпĕ унта Инди, Итали, Китай тата ытти çĕр-шыв çамрăкĕсемпе паллашрăм. Чылайăшĕнпе паянхи кун та çыхăну тытатăп. Австрире çулран-çул медицинăн çĕнĕрен те çĕнĕ меслечĕсемпе усă курни кăмăла кайрĕ. Унта хальччен курманни-илтменни самай пулчĕ.

Пулас нейрохирург юлашки çулсенче Раççейре те медицина хăвăрт аталаннине палăртрĕ. Çакă ăна уйрăмах хавхалантарать. Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине çул-йĕр çинчи аварисенче аманнисене илсе пыраççĕ. Кашни кун тенĕ пек - хăрушă ÿкерчĕк. Çакна мĕнле йышăнать-ши Сергей Тобоев?

- Чăнах та, аварисенче йывăр суранланнисене курма тивет. Унсăр пуçне каçхи клубсенче, урамра çапăçнă çамрăксене йышлăн илсе килеççĕ. Пĕррехинче 60 çулсенчи йывăр аманнă хĕрарăма операци тума тиврĕ. Çул урлă юраман вырăнта каçаканскере КамАЗ çапса хăварнă. Унăн алли-ури те, пуçĕ те, шалти органĕсем те - пĕтĕм кĕлетки - ванса пĕтнĕччĕ. Операци турăмăр. Шел, вунă минутран унăн чĕри тапма чарăнчĕ, - ĕçри пĕр самантпа паллаштарчĕ каччă. - Медицина лайăх аталаннă пулсан та, ăста тухтăрсем темĕнле тăрăшсан та питĕ йывăр аманнă çынна çăлса хăварма май çук. Кун пекки тăтăш пулмасть, çапах хутран-ситрен курма тивет.

Сергей - акăлчан чĕлхинчен куçаракан тăлмачă та. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче куçăн мар майпа вĕренсе кăçал диплом илнĕ. Медицина факультетĕнче пĕлÿ илекенскер çав вăхăтрах тепĕр аслă пĕлÿ илме епле хал çитернĕ-ха?

- Ют çĕр-шыва практикăна пĕрремĕш хут кайсан латинла лайăх пĕлни ĕçре пулăшатчĕ-ха, анчах пациентсемпе, профессорсемпе, ытти патшалăхран пынă студентсемпе калаçма акăлчан чĕлхине аванах тĕшмĕртменни чăрмантаратчĕ. Çавăнпа Шупашкара таврăнсанах ЧППУна вĕренме кĕтĕм.

Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ пулин те кĕçех 24 çул тултараканскер кĕнеке вуласа йăлăхман - пушă вăхăт тупăнсанах вăл ăна алла тытать. Ытларах ют çĕр-шыв çыравçисен хайлавĕсене шĕкĕлчеме кăмăллать. Дэн Браун, Бернар Вербер, Рэй Брэдбери пултарулăхне пысăк хак парать, хăшĕ-пĕрне акăлчанлах вулать.

Саккăрмĕш çул вĕренекенскер тухтăр ĕçне суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнмест. Нейрохирурги вара уншăн - медицинăн чун юратнă енĕ. Питĕ кăткăс операцисене тахçантанпах хутшăнаканскерĕн çитĕнĕвĕсемшĕн ашшĕпе амăшĕ те Геральд Марксовичпа Полина Михайловна чунран савăнаççĕ. «Платникăн пуртти катăк», - теççĕ. Сергей вара хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшать-ши, ăна çирĕплетет-ши?

- Пирус турмастăп, эрех ĕçместĕп, фитнес центрне куллен çÿретĕп. Рационран булка таврашне, пылак çимĕçсене кăлартăм. Углеводлăскерсем усă памаççĕ. Фаст-фудпа Кока-колăна питĕ юратсан та вĕсемпе сăйланмастăп. Аттепе аннене тĕрĕс апатланма хăнăхтаратăп. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене те сывă пурнăç йĕркине куллен пăхăнма сĕнетĕп, - калаçăва вĕçлерĕ Индонезири тусĕсем патне хăнана кайса килме ĕмĕтленекен ординатор тухтăр.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.