Пуçлăхсемпе видеоконференци ирттернĕ

5 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх - паян республикăра Украинăран тарса килнĕ 581 çын пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсем тĕллĕн килнĕ, пĕлĕшĕсем патне вырнаçаççĕ е хваттер тара илсе пурăнаççĕ. Муниципалитетсен социаллă службăсемпе ĕçе йĕркелесе ямалла, çак çынсене тупса палăртмалла, пур енĕпе те пулăшмалла.

Иван Моторин çакна та пĕлтернĕ: тарса килме тивнĕ çын статусне паян хăвăртлатнă йĕркепе /виçĕ кунра/ илме май пур. Вăл Раççей территорийĕнче ĕçе вырнаçма тата пурăнма ирĕк парать. Раççей Правительстви çирĕплетнĕ квотăсемпе килĕшÿллĕн республикăна Украинăран тарнă 390 çынна хÿтлĕх пама тата ĕçе вырнаçтарма илсе килĕç.

Михаил Игнатьев каланă тăрăх - федераци бюджетĕнчен куçса килнисен социаллă пурнăçне йĕркелеме кашни кунах 800 тенкĕ уйăрĕç. "Эпĕ куçса килнисене йышăнма килĕшнисене, çак ĕçе пулăшнă администрацисен пуçлăхĕсене тав тăватăп. Украинăри лару-тăру япăхса пырать, çавăнпа тарса килнисене вырнаçтармалли тĕрлĕ мел пулмалла. Украина гражданĕсене анлă сарăлнă специальноçсемпе ĕçе вырнаçтармалла", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Çавăн пекех вăл хăй муниципалитетсене çитсе килнĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсем тунă, чăваш продукцийĕ ытларах пултăр тесе тăрăшсах кайманнине, çул-йĕр строительствинче çивĕч ыйтусем тăнине палăртнă. Михаил Васильевич вырăнти администрацисен пуçлăхĕсене сĕтĕн сутăн илмелли хакĕсене тĕрĕслесех тăма чĕнсе каланă.

Республикăра Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче регистраци мĕнле пурнăçланса пыни çинчен информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева каласа кăтартнă. Унăн докладне пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев министерствăна çак порталăн усăллă, меллĕ енĕсем çинчен халăха анлăрах пĕлтерме хушнă. "Пирĕн тĕллев - çынсене патшалăх пулăшăвĕсем, уйрăмах информаци технологийĕсемпе усă курса, илмелли майсене çăмăллатасси", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Информаци политикин министрĕ 2014 çулăн II çурри валли хаçат-журнал çырăнтарнă кампание пĕтĕмлетнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - "Раççей почти" унитари предприятийĕн пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем палăрмаллах ÿснĕ, çавна пула çырăнтару хакĕсем те пысăкланнă.

Видеоконференцире çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова тухса калаçнă. Вăл 2014 çулăн I çурринче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине граждансем мĕнлерех ыйтусемпе пыни çинчен каласа кăтартнă.

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.