Ытарайми çĕрĕм-шывăм
Куç умне аякри ачалăхăм тухса тăрать. 1945 çул. Вăрçă пирĕн çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Салтаксем яла таврăнаççĕ. Атте аппăшĕн Альтюк аппан икĕ ывăлĕ, Тимуш тата Петюк тетесем, тăван яла сывах çаврăнса çитрĕç. Вĕсен ашшĕ, Ĕлĕкки йысна, ĕмĕрлĕхех Воронеж çĕрĕ çине выртса юлнă.
Германие çитнĕ салтаксем тăван çĕршĕн тунсăхланă. Тимуш тете мана çавăтрĕ те çуралнă тавралăха пăхса çаврăнма ертсе кайрĕ. Ялтан тухрăмăр та тÿрĕ çулпа утрăмăр. Вăл, чăн та, тÿрĕ, Кĕтне юхан шывĕ хĕрринех илсе çитерет. Ял çумĕнчи улăх еннелле утрăмăр. «Мĕншĕн çак çырмана Мишша çырми теççĕ?» - калаçрĕ вăл манпа. Çыранĕ хĕррипе çара уран нумай чупнă. Анчах мĕншĕн Мишша çырми тенине пĕлмен. Тимуш тете çапла ăнлантарчĕ: «Ĕлĕк Мишша киле таврăнма çула тухнă. Асар-писер çил-тăман алхаснă. Çул çухатнă та çак çырма пуçне çитнĕ. Ялтан инçе те мар та. Çул тупаймасăр çĕрле шăнса вилнĕ. Çавăнпа Мишша çырми теççĕ».
Вăл улăха аннă çĕрте сĕре чăнкă. Çырма ик енĕпе - чечексем, чечексем... Куçа илĕртеççĕ. Эпĕ çырма тĕпне анса курман. Калаçса пынă май трасса патне çитрĕмĕр. Тимуш тете алла чăмăртарĕ те, чарăнса тăтăмăр. «1941 çулта, хĕллехи шартлама кунсенче, çакăнта трасса чаврăмăр, - аса илчĕ вăл. - Сталинград енчен нимĕç килет тесе. Вăл Элпуçĕнчен пуçланать, Тăвай, Çăлпуç витĕр тухса пирĕн пата çитет. Çав çул вунă класс пĕтернĕччĕ эпир, трасса чавакансем. Тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă кунта ĕçлеме. Пурте - çамрăксем. Салтака кайма çул çитнисем трасса чавнă çĕртенех вăрçа тухса кайрĕç. Эпĕ те часах салтак тумĕ тăхăнтăм».
Нумай çул иртсен Георгий Сидоров, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ, 1941 çулта ашшĕ трасса чавнă чухне пирĕн ялта пурăннине çапла аса илчĕ: «Блиндажсем питĕ çирĕпчĕ», - тесе каласа паратчĕ атте». Калаçсан-калаçсан: «Ăçта хучĕç-ши вĕсен пĕренисене?» - тесе ыйтрĕ. «Сăрт тăрринче блиндаж-окопчĕ. Ял çумĕнчи Кĕтÿ çулĕ текен вăрман витĕр «ловушкăсем» тăсăлса выртатчĕç. 1956 çулта блиндаж-окопа тикĕслесе пĕтертĕмĕр. Пĕрене-вĕрлĕке салтак арăмĕсене валеçсе пачĕç», - терĕм. «Салтак арăмĕсене уйăрса тĕрĕс тунă», - терĕ ывăлĕ. Ун чухне «восьмая прифронтовая зона» тенĕ пирĕн тăрăха. «Ман юлташсем, трасса чавнă тантăшсем, вăрçă хирне выртса юлчĕç», - хурлăхлăн калаçрĕ пиччем. Йывăр кунсене аса илчĕ. Трасса урлă каçрăмăр. Йĕплĕ тата Касмăк çăлĕсем шăнкăртатса юхаççĕ. Йĕплĕ сивĕ, чирлеттерет. Касмăк вара çемçе. Ял çыннисем Касмăк çăлĕнчен шыв ĕçеççĕ. Ача-пăчана та çăл патне çÿреме вĕрентеççĕ. Çăл юххи май Аслут юхан шывĕ еннелле утрăмăр. Вăрăм вăл, тулли. Унта шыва кĕрсе, унпа пахча çимĕçе шăварса ÿсрĕмĕр. «Акă Патирек сукмакĕ, - сăмахлать Тимуш тете. - Мĕншĕн Патирек сукмакĕ?» Пуçласа илтетĕп. «Ĕлĕк-авал кунта кăвак юман вăрманĕ кашланă. Петĕр патша чухне ăна касса карап тума Кĕтне тăрăх юхтарнă», - терĕ.
Лашмансем Сĕве юхан шывĕнчен Атăла тухнă. Шыв хĕррине лашапа турттарнă. Лавçăсене лашмансем тенĕ. Вĕсем çÿллĕ те яштака, кĕрнеклĕ пулнă. Çиес-ĕçес килсен пирĕн ялта Патирекпе арăмĕ патне кĕнĕ. Вĕсем кашни кун лашмансем валли сăра витри-витрипе йăтнă. Ăна килте вĕретнĕ. Йĕри-тавра сĕм вăрман пулнă пирки улăха анмалли сукмака такăрлатнă. Ялта Патирек йăхĕ халĕ те пур. Аслут патне çитрĕмĕр. Лăпкăн тĕлĕрет вăл. Икĕ çыранĕнче хăвасем хумханаççĕ. Аслутран инçех те мар Эл шывĕпе Вăта пĕрлешсе Кĕтне еннелле юхаççĕ. Эпир Пĕчĕк Кĕтне тесе ÿсрĕмĕр. «Эпир ăна Вăта тенĕ», - ман шухăша ăнланнă евĕр хушса хурать Тимуш тете. Куç тулли улăх сарăлса выртать. Ут кăшкарĕ, энĕç курăкĕ татма чупнă эпир улăха. Энĕç курăкĕн чейĕ çав тери тутлă. Юхан шывсем пĕрлешнĕ вырăна эпир Кукăр тетпĕр. Шăппăн юхса кĕрет Пĕчĕк Кĕтне Пысăк Кĕтнене. Юлашки Сĕвене çитичченех юхать. Мĕн кăна курмарĕ-ши Кĕтне хăй ĕмĕрĕнче? Хаяр Иван çарĕсем икĕ хутчен Хусана илме утнă унăн хĕррипе. Пурнăç улшăнсах пынă. Кĕтнене пĕвелесе Амалăх, Тенеялĕн /Октябрьски/, Хĕрлĕ Çыр ГЭСĕсене турĕç. Таврана çутă парса тăчĕ юхан шыв, халăха савăнтарчĕ.
Пĕр Аслут кăна пĕччен тăсăлса выртрĕ. Халăх ăна хĕрхенетчĕ тăлăх пулнишĕн. Пĕр çулхине Аслутран Кĕтнене çитиччен канав та чаврĕç. Аслут вырăнтан та тапранмарĕ. Тепĕр вунă çултан вăйлă çумăр хыççăн, çĕрле, Кĕтне еннелле хăй çул тунă. Тĕлĕнсе каймалла вĕт! Хăй тунă çулпа юхать те юхать. Аслут Кĕтнепе пĕрлешет. Хăйĕн шывĕ пĕрре те чакмасть. Ăçтан вăй илет-ши эпир ачалăхра савăнса, шыва кĕрсе ÿснĕ юхан шыв? Унăн хĕрринче пирĕн колхоз пахча çимĕç çитĕнтеретчĕ: купăста, хăяр, помидор, сухан, кишĕр... Аслутран шыв йăтса шăвараттăмăр.
«Огород» тенĕ эпир пахчана. Аннепе пахчара сухан çумлатпăр. Кашнин пай пурччĕ. Икĕ çамрăк хĕрарăм аннепе калаçрĕç. «Патирек сукмакĕпе утрăмăр. Йĕплĕ çăл шывне тутанса пăхрăмăр. Касмăк çăлĕнчен тăраниччен шыв ĕçрĕмĕр. Хура çăл та хăй шывĕпе сăйларĕ. Демьян çăлĕ те шăнкăртатса юхать. Эх, тăван çĕр-шывăн шывĕ те тутлă. Ытарайми улăх-çаранĕ, Кĕтне çуталса выртни сăрт тăрринченех курăнать. Пурте ача чухнехи пекех савăнтарать чуна. Тăван çĕр-шывран каяс та килмест. Хăй патнех туртать çакăнта çуралса ÿснĕ ачасене», - терĕç те улăх тăрăх çуралнă вырăнсене пăхса малалла утрĕç. Аяккалла кайсан анне вĕсем хыççăн хурланса пăхрĕ. «Эх, çакăнта, çакăнта пурăнмаллаччĕ ĕнтĕ вĕсен. Питмăрса пиччен хĕрĕсем, эпир пĕр çулта, пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Питмăрса пуян тесе вĕсене Çĕпĕре ячĕç. Халĕ Çĕпĕрте Первоуральск хулинче пурăнаççĕ. Питмăрса пиччепе арăмĕ Çĕпĕртех çĕре кĕчĕç. Текех тăван яла килсе кураймарĕç. Ачисем сайра хутра килсе каяççĕ. Тăван çĕр-шыв хăй патнех туртать çав. Пĕрле ÿснĕ тантăшсем», - терĕ анне ассăн сывласа. Çапла, тăван çĕр-шыв сăпкинче ярăнса ÿсетпĕр те çуралнă вырăнсене çитсе курма васкатпăр.
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА
Комментари хушас