Кайăк тытма каяр-и?

5 Çурла, 2014

ЧР Чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх служби утă уйăхĕнче республикăра 940 сăвăр, иртнĕ çулхинчен 190 нумайрах, шута илнĕ.

- Иртнĕ ĕмĕрте Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи сунар управленийĕ Чĕмпĕр, Мускав облаçĕсенчен ăна 900 яхăн илсе килсе Патăрьел, Çĕрпÿ, Вăрнар, Етĕрне, Шупашкар районĕсене, ытти çĕре ĕрчеме янă, - пĕлтерчĕ «Сăрçи» заповедник директорĕн çумĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Димитриев. - Ытлашши тыттарманран хисеп 2,5 пине çитнĕ. Ку ĕмĕрте сăвăр нумай хухрĕ. Мĕншĕн тесен сунарçăсене çуллен тытма ирĕк пачĕç. Пытанса ларнă акарçăсем çав чĕр чунсем йăваран тухсанах пăшалтан перетчĕç те - лешсем суранланса шăтăка кĕрсе вилетчĕç. Патшалăх служби 2013 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулччен вĕсене пачах тытма чарса тĕрĕс турĕ. Ку йыша ÿстерме май парасса шанатăп. Икĕ çул вĕсене тытма юрамасть. Хисеп ÿсмеллех. Хальхи вăхăтра сăвăрсем кашни районта хунама пултараççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте кирек хăш ял тăрăхĕнчи çырма-çатрара кĕтÿ куллен тусан кăларса çÿретчĕ. Курăка çитĕнме памастчĕ. Халĕ вăл нумай ял тăрăхĕнчи çырма-çатрара, унăн çывăхĕнче, улăх-çаранра, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăкра пайтах çитĕнет. Сăвăрсем валли апат çителĕклĕ. Çапах та вĕсем служба пĕлтернĕ хисепрен сахалрах тесе шухăшлатăп.

10 районта ĕрчеççĕ. Вĕсен йышĕ Çĕрпÿ районĕнчи кашни кайăкçă сунара çÿреме пултаракан лаптăксенче тата сăвăр саккаслăхĕнче, Канашсен сунар вырăнĕнче ÿснĕ.

Пĕлтĕр хир сыснине тытмалли кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр çурла уйăхĕн виççĕмĕш шăмат кунĕнчен пуçланнă. Кăçал - çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Сунарçăсем хир сыснине апатланакан çĕртех пăшалтан пеме пултараççĕ. Шыв-шур, улăх-çаран, шурлăх, уй-хир кайăкне тытмалли тапхăр çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать.

 

Михаил СЕРЕГИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.