Шкулсенче ятарлă уроксем иртĕç
Тин кăна шкулсенче юлашки шăнкăрав янăранă пекчĕ, халĕ ак кĕçех Пĕлÿ кунĕ çывхарать. Чылай пĕлÿ çуртĕнче халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсем валли ятарлă тум, вĕренÿ хатĕрĕсем туянать.
РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çамрăк ăрăва культурăпа чĕмлĕх енĕпе тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе шкулсене 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче çĕр-шыв историйĕпе тата культурипе çыхăннă паллă датăсемпе ятарлă уроксем ирттерме сĕнет. Вĕсенчен паллăраххисем - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе -70 , Бесланра инкек пулнăранпа - 10, Сергей Радонежский çуралнăранпа - 700 , Эрмитажа хута янăранпа 250 çул çитни тата ытти те. Çавăн пекех Крым тата Севастополь историйĕпе çыхăнтарса уроксен ярăмне йĕркелеме сĕнеççĕ.
А.ГРОМОВА.