Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çÿревре пулчĕ, икĕ обьекта çитсе курчĕ. Ĕмĕчĕсем çитсе пынăран халăх уява тулли кăмăлпа кĕтсе илнине туйса илчĕ.
Раççей Правительствин пуçлăхĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партин председателĕ Дмитрий Медведев Шупашкарта пулни, Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчех Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец тĕп хулари 5-мĕш гимназипе паллашрĕ, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Экскурсие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.
Республикăра кăçал шкул çулне çитменнисен 14 учрежденийĕн строительстви малалла пырать. Паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, тепĕр пиллĕкĕшне çулталăк вĕçлениччен туса пĕтермелле.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çул çÿревре пулни çинчен «Хыпар» хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Михаил Васильевич кунта киличчен кăна Канашсем хулан йăлана кĕнĕ кунне ирттернĕ. Вăл чукун çул ĕçченĕсен уявĕпе тĕл килнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.
ЧР Пуçлăхĕ эрне кун кунĕпех Вăрмар районĕнче ĕçлерĕ. Ирхи 8 сехете Аслă Пинер ялне çитрĕ, асфальт çула /1,03 км/ хĕрлĕ хăю касса уçма хутшăнчĕ. Ăна хывма ЧР хыснинчен - 29 млн, район бюджетĕнчен 1,9 млн тенкĕ уйăрнă. Çул шкулпа автотрассăна çыхăнтарать. Ял çыннисем савăнăçлă пухăва йышлăн пуçтарăннă.