Комментари хушас

30 Раштав, 2019

Çĕнĕ çула — тулли кăмăлпа

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çÿревре пулчĕ, икĕ обьекта çитсе курчĕ. Ĕмĕчĕсем çитсе пынăран халăх уява тулли кăмăлпа кĕтсе илнине туйса илчĕ.
ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Канаш хулин уйрăмне пырса çÿрекенсемшĕн те, шкул çулне çитмен ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те чылайранпа кĕтнĕ ырă пулăм нумайлăха асра юлĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнисене «Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тата ĕçпе тивĕçтерес» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн центра тĕплĕн юсаса çĕнетнĕ хыççăн кунта малашне хăтлă та меллĕ пулĕ. Çакна Михаил Игнатьев центрта вăй хуракансемпе, ĕç шыракансемпе тĕл пулса калаçнă тата ку чухнехи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă кабинетсене кĕрсе курнă хыççăн çирĕп ĕненчĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан программăна пурнăçлама кăçал 670 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Раштавăн 25-мĕшĕ тĕлне 554,6 млн тенкĕ уйăрнă. Унпа çынсене ĕçе вырнаçтарассипе, çĕнĕ профессие вĕрентес тĕлĕшпе, 14-18 çулсенчи çамрăксем валли ĕç тупса парас енĕпе çулталăкри плана ирттерсе тултарнă.
Михаил Васильевич кăçал ЧПУн экономика факультетне пĕтернĕ, анчах ĕçе вырнаçайман Алена Лазаревăпа калаçрĕ. Алена Шупашкар районĕнчен. Канашра пурăнакан Алексее качча тухма хатĕрленет. «Раççейри ĕç» ваканси базипе паллашса райпора хăйне килĕшекен вырăн пуррине пĕлчĕ. «Шалу 19 пин тенкĕ. Малтанлăха тивĕçтерет», — терĕ.
Республика Пуçлăхĕ «Хĕвел тухăç» микрорайонти «Утмăлтурат» ача садне уçма хутшăнчĕ. Республикăра кăçал 8 млрд та 200 млн тенкĕлĕх 16 ача сачĕ хута кайнине пĕлтерчĕ, савăнăçлă пулăм пĕтĕм çемье уявĕ пулса тăнине, кĕçĕн çулхисен 240 вырăнлăх учрежденине ачасемпе ашшĕ-амăшĕ тулли кăмăлпа çÿрессе палăртрĕ. Профориентациллĕ ушкăнсенче шăпăрлансем пĕчĕклех анлă шухăшлама вĕренеççĕ. «Утмăлтуратра» вĕсем шашка-шахмат, юрă-кĕвĕ, театр, спорт тĕнчисемпе çывăхрах паллашĕç.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ĕçлевпе социаллă хÿтĕлев тата вĕрентÿпе çамрăксен политики министрĕсем Сергей Димитриевпа Сергей Кудряшов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Виталий Ивановпа Кияметдин Мифтахутдинов хутшăнчĕç, савăнăçлă уявпа саламларĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.

  

  

Рубрика: