Йышпа пурнăçлани - ÿсĕмлĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çул çÿревре пулни çинчен «Хыпар» хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Михаил Васильевич кунта киличчен кăна Канашсем хулан йăлана кĕнĕ кунне ирттернĕ. Вăл чукун çул ĕçченĕсен уявĕпе тĕл килнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Хулан социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывас ĕçре «хурçă магистраль» çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ курăмлă.

Республика варринчи хулана Раççейри монохуласен йышне кĕртни, тĕпрен илсен, çак отрасльпех тачă çыхăннă. Апла тăк 50 пин ытла çын пурăнакан хулан малашлăхĕ çук мар, вăл ыранхи куна шанчăклăнах пырса кĕрес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Хальлĕхе мĕн палăртни пĕтĕмпех пурнăçланаймасть-ха, çавах та хула çыннисем çакна лайăх курса тăраççĕ: йышпа тунă ĕç кăна ÿсĕмлĕ. Ку шухăша халăхпа тĕл пулсан Республика Пуçлăхĕ пĕрре кăна мар палăртрĕ.

Хула администарцине ертсе пыма шаннă Людмила Иванова мэр тивĕçне пурнăçлама тинтерех кăна тытăннă-ха. Людмила Петровнăна Канаш инфратытăмне лайăхлатас, хула çыннисене тирпейлĕхпе тасалăхшăн тăрăшма явăçтарас тĕлĕшпе нумай ĕçлеме тивесси паллă. Республика Пуçлăхĕ хăйсен патĕнче пулнă кун вăл Михаил Васильевичран та, хула çыннисенчен те кăмăлра савăк мар туйăм çуратакан сăмахсем илтрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулманни, хула урамĕсенчи, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи çулсем япăхма пуçлани, Совет влаçĕ тапхăрĕнчех туса лартнă çуртсем юсав ыйтни халăха ытларах хумхантарать. «Ятарлă фонд тунă хыççăн муниципалитетсене çулсем тума тата вĕсене юсама укçа-тенкĕ ытларах уйăрса парасси вăй илчĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Акă Канаш хула округĕнчи автомобиль çулĕсене йĕркене кĕртме кăçал 21,78 миллион тенкĕ укçа куçарса пама пăхнă. Тĕллевлĕн усă курсан, ку нухратпа сахал мар ĕç тума пулать».

Ÿлĕмрен нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи çулсене юсасси тата çĕнĕрен тăвасси палăрмаллах лайăхланмалла. Канашсене кăçал çак тĕллеве ĕçпе çирĕплетме 3,44 миллион тенкĕ укçа уйăрса параççĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Республика Пуçлăхĕ «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн управляющи компанийĕ» муниципалитет предприятийĕн производство никĕсне çитсе кунта ĕçлекенсем хĕле кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ. «Сывлăшра «шурă шăнасем» вĕçме тытăниччен пĕтĕмпех хатĕр пулать, - предприяти ертÿлĕхĕн хуравĕпе кăмăллă юлчĕ Михаил Васильевич. Паянхи куна пĕтĕм оборудованин 87 проценчĕ юсавлă иккен. Авăн уйăхне кĕриччен ăшă парса тăракан çулсене те йăлтах ятарлă комисси тĕрĕслесе йышăнасси çинчен пĕлтерчĕç кунта ĕçлекенсем.

Республика Пуçлăхне «Канашри территорисен хушшинчи медицина центрĕ» бюджет учрежденийĕн ача-пăча поликлиникинче те ăшă тĕл пулу кĕтрĕ. Медицина центрĕн тĕп врачĕ Ольга Рябухина каланă тăрăх - поликлиникăра хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, врач-педиатрсем /вĕсем 17-ĕн/ пепкесен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Çывăх вăхăтрах поликлиника урăх çурта куçас шанăç пур. «Раççейри чукун çулсем» АУО хулана çав çурта парнелес тĕллевлĕ.

Раççейри Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи управленийĕнче «Раççейри Пенсионерсен союзĕ» общество организацийĕн членĕсемпе тĕл пулса калаçма та вăхăт тупрĕ хаклă хăна. Вăл канăçсăр чун-чĕреллĕ ветерансене паян та общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн, хула администрацине тивĕçлипех пулăшса пынăшăн чун-чĕререн тав турĕ.

Канашра кивĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсенчи граждансене çĕнĕ çуртсене куçарассипе çыхăннă ыйтăва та кун йĕркинчех тытаççĕ. Ку енĕпе республикăра йышăннă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртсе, хулан Тухăç микрорайонĕнче нумай пулмасть 65 хваттерлĕ çĕнĕ çурт çĕкленнĕ. Унта пурăнакансемпе те ăш пиллĕн калаçрĕ Михаил Игнатьев, лешсем ăна хăйсемшĕн çакăн пек тăрăшнăшăн Республика Пуçлăхне чунтан тав турĕç.

Хула çыннисен канăвне лайăхрах йĕркелес, вĕсен ăсталăхне ÿстерме, тавра курăмне аталанма пулăшас ĕçре Канашри культурăпа кану паркĕ уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Вăл çак тĕлĕшпе çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсене çул парать, халăха анлăн явăçтармалли мероприятисем ирттерессине тĕпе хурать. Михаил Васильевич çак предприятире те пулса курчĕ, кунта ĕçлекенсем Культура çулталăкĕнче мĕнле программăсене ытларах вырăн панипе кăсăкланчĕ.

Михаил Васильевич РФ налук службин ЧР районсен хушшинчи 4-мĕш инспекцийĕнче ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ, унта Канаш хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕ тĕпре пулчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн Людмила Ивановăн докладне сÿтсе явнă хыççăн Михаил Игнатьев акă мĕнле пĕтĕмлетÿ турĕ: «Канашсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене ĕçпе çирĕплетес тесе тăрăшни куç кĕретех. Хальлĕхе вара вырăнти влаçа пархатарлă ĕçре тивĕçлĕ пулăшу парас шухăш-кăмăллисен йышĕ палăрсах каймасть. Хула хитреленсе те çамрăкланса, хăйĕн тасалăхĕпе те, хăтлăхĕпе те килен-каяна илĕртсе тăмалла пултăр тесен, хула çыннисене ытларах пĕрлехи нимене явăçтармалла. Çакăнта - ÿсĕм-çитĕнÿ вăйĕ», - терĕ Республика Пуçлăхĕ.

Республика Пуçлăхĕ халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса уççăн, лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе калаçнин усси пысăк. Çавăн пек тĕл пулусем пухăнса кайнă ыйтусене вăраха ямасăр татса парас ĕçре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Канашсем те пĕр кăмăллăн çак шухăша палăртрĕç, вĕсем Михаил Игнатьева Правительствăн ытти членĕсемпе пĕрле вырăнсене ытларах тухса çÿреме сĕнчĕç.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.