Комментари хушас

4 Пуш, 2016

Пĕлÿ çумне ăсталăх хушсан çитĕнÿ пулатех...

Раççей Правительствин пуçлăхĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партин председателĕ Дмитрий Медведев Шупашкарта пулни, Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчех Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец тĕп хулари 5-мĕш гимназипе паллашрĕ, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Экскурсие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.

Шупашкарти 5-мĕш гимназире çамрăк ăрăва пĕлÿ парассине питĕ хăйнеевĕр йĕркеленĕ. Кунта вĕренекенсем тĕп программăна ăша хывнипе пĕрлех тĕрлĕ проектсемпе тĕпчевсем ирттереççĕ, лабораторипе практика ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Пĕр сăмахпа, пултарулăха туллин аталантараççĕ.

   

ЦИТАТА

Ольга ГОЛОДЕЦ: РФ Правительствин виц е-премьерĕ:

- Чăваш Ен - демографи, социаллă политика енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тунă питĕ лайăх регион. Эпир яланах профессионалсене, хăйсен программисене пурнăçлакансене тата пурнăçлама тăрăшакансене хавхалантаратпăр. Çавăнпа Чăваш Ен влаçĕсем шкул вĕрентĕвне аталантармалли программăпа ĕçлеме хатĕррине çирĕплетсен те эпир вĕсене хаваспах пулăшрăмăр. Кăçал пурнăçлама тытăнакан проект вăй илессе, 10 çулта регионта пурăнакан кашни çын туйма тивĕç пысăк та хăватлă проекта чăнласах пурнăçласса шанатăп.

Вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Инна Исаева, 11-мĕш класра вĕренекен Елизавета Ерко, Анастасия Константинова, Борис Абрамов пысăк хăнана информаци терминалĕпе, уроксен расписанине тата шкул столовăйĕнчи апатланăва хăйнеевĕр йĕркеленипе паллаштарчĕç. Ольга Голодец медиацентр ĕçĕпе те кăсăкланчĕ.

Гимназире ачасен сывлăхне сыхлассипе тата упрассипе нумай ĕçлеççĕ. Кунта кашни вĕренекен физкультурăпа спорта эрнере 12 сехет уйăрать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма мĕнпур услови çителĕклĕ: хăтлă та çĕнĕ йышши спорт зал, бассейн, нумай профильлĕ спорт комплексĕ... Раççей Правительствин вице-премьерне «Уçă лабораторипе» те паллаштарчĕç. Кунта çамрăксем хатĕрленĕ тĕпчев проекчĕсемпе курссен хăтлавĕ иртрĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем ахаль супăньрен тутлă шăршăллине епле хатĕрленин вăрттăнлăхĕсене уçрĕç. «Эпир хуçалăх супăньне саваласа вĕтететпĕр, ăна тепĕр хут пĕçернĕ çĕре ароматизаторсем - шăккалат тата ванилин - хушатпăр. Эпир хамăр тунă супăньпе столовăйра алă çума усă куратпăр», - хавхаланса пĕлтерчĕç вĕренекенсем. Гимнази директорĕн Инна Исаевăн шухăшĕпе паян вĕрентĕве усăллă ĕçпе çыхăнтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Истори кабинетĕнче Анна Лазарева вĕрентекен вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсемпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен Ольга Голодец видеостудин ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланчĕ. Сăмах май, асăннă гимназире шкул телевиденийĕ те пур. Çавăн пекех «Профильлĕ инженерипе техника класĕсем», «Аслă шкул» тата ытти проект пурнăçланать. Пĕлÿ çумне ăсталăха хушсан çитĕнÿ пулатех. Çак йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ те гимназире. Çамрăк ăрăва ачаранах пулас профессие палăртма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, пултарулăха аталантарма пулăшни вара питех те пĕлтерĕшлĕ паянхи кун.

Роза ВЛАСОВА

 

ХАКЛАВ

Дмитрий МЕДВЕДЕВ, РФ Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ:

- Чăваш Енре тĕлĕнмелле ырă тата ĕçчен халăх пурăннине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Республикăра çутçанталăк пуянлăхĕ çуккине кура тĕп çул-йĕре тĕрĕс суйласа илнĕ: çынна, çамрăк çынсене хывакан инвестицисем. Импорта хамăрăн продукципе улăштармалли туртăма тĕпе хуракан тĕслĕхсенчен пĕри - электротехника кластерне ăнăçлă аталантарни.

 

Дмитрий ЛИВАНОВ, РФ вĕренÿ тата наука министрĕ:

- Чăваш Республикинчи професси вĕрентĕвĕн тытăмĕ - чи тухăçлисенчен пĕри: тăххăрмĕш класс пĕтерекенсен 55: патнелле вĕренĕве техникумсемпе колледжсенче малалла тăсать, вĕренсе пĕтерсен ĕçе ăнăçлă вырнаçать. Калăпăр, Шупашкарти электромеханика колледжне пĕтерекенсем ĕçе вырнаçасси 93: та иртет.

 

Владимир ВЛАДИМИРОВ, Ставрополь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ:

- Икĕ çул каялла Чăваш Республики тата Ставрополь крайĕ тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснăччĕ. Электротехника кластерĕнче эпир конкурентсем мар, ĕçтешсем тени вырăнлăрах. Сирĕн хăвăрăн предприятисем, энергетикăпа çыхăннă хăвăрăн мерăсем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак çул-йĕр тĕлĕшпе тимлĕ пулни питĕ тĕрĕс.

Паян çарпа промышленноç комплексне чĕртсе тăратас тата аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Ĕненсемĕр, эпир паян пулса курнă Шупашкарти электромеханика колледжĕ пек професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем хатĕрлекен ăста кадрсем пулмасан отрасле аталантарма май çук. Ку - стратеги тĕлĕшĕнчен тĕрĕс çул-йĕр, эпир ăна ăнăçлă аталантаратпăр.

Чăваш Енпе Ставрополь крайĕ пĕр-пĕрне таварсемпе, сăмахран, ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси аван йĕркеленнĕ. Пирĕн промышленноç предприятийĕсем те килĕштерсе ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе усă кураççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.