Вăрмарсен çивĕч ыйтусем капланнă

5 Çурла, 2014

ЧР Пуçлăхĕ эрне кун кунĕпех Вăрмар районĕнче ĕçлерĕ. Ирхи 8 сехете Аслă Пинер ялне çитрĕ, асфальт çула /1,03 км/ хĕрлĕ хăю касса уçма хутшăнчĕ. Ăна хывма ЧР хыснинчен - 29 млн, район бюджетĕнчен 1,9 млн тенкĕ уйăрнă. Çул шкулпа автотрассăна çыхăнтарать. Ял çыннисем савăнăçлă пухăва йышлăн пуçтарăннă.

Михаил Игнатьев пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул уçма килнĕ. Ял-йыш хыççăн вырăнти влаç çĕнĕ çул тăвас ыйтăва çĕкленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухма шантарнă. Часах объекта кĕмĕл уйăрма йышăннă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Шуйский, Наталия Захарова ял çыннисен ячĕпе проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн М.Игнатьева тав турĕç. Иккĕмĕшĕ 18 ачана Вăтакас ялĕнчен шкула çÿретмешкĕн автобуспа тивĕçтерме ыйтрĕ.

Михаил Васильевич таса чăваш чĕлхипе: «Эпир ялсене аталантарма, уйрăммăн илсен çынсене ĕçпе тивĕçтерме тĕллев лартнă, - терĕ. - Ăна пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăя хуратпăр. Вăтакас ял тăрăхĕнче усă курман çĕр чылай. Ăна пусă çаврăнăшне кĕртсе, çынсене ĕçпе тивĕçтерсе ял хуçалăх производствине ÿстерĕр».

Хаклă хăна тата пухăва пуçтарăннисем асфальт çирĕплĕхне, кĕперсен хĕррине пахаласа автотрассăран шкул патне çуран утса çитрĕç. Валерьян Иванов пенсионер Пуçлăхпа тĕл пулма ятарласа пынă. Коммерсант килти хуçалăхран сĕте 11 тенкĕлле çеç йышăннăшăн пăшăрханать иккен. «Ял çыннисене 13 тенкĕрен йÿнĕрех ан сутăр тесе чĕнсе каларăм, - хуравларĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Мĕншĕн шута илместĕр? Ман сăмаха илтмен-и е хаçатра вуламан-и? Сĕте çав хакпа парасси пирки ялта калаçса татăлăр та сăмахăр çине çирĕп тăрăр».

Тепĕр пайтаçă юнашар Çĕнĕ Кинчер ялĕнчи килти хуçалăхсенчен 13 тенкĕлле йышăнать. Уйрăмлăх - самаях. Ял администрацийĕ Аслă Пинерсемпе каварлашса ĕçлеменни куç кĕрет. Республика Пуçлăхĕ шкул умне пуçтарăннă çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çут çанталăк газне çуллен 6-7% ытла хаклатмаççĕ, сĕт 1-мĕш сорта тивĕçтерсен хаклăрах сутма пулать терĕ, пай çĕрне ĕçлекен харпăрлăхçа тара пама сĕнчĕ. Пĕри урамри ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çивĕччишĕн, тепри касра электровăй çителĕксĕрришĕн кулянчĕ. Михаил Игнатьев вырăнти влаçран ку ыйтусене тĕпчеме ыйтрĕ.

Арапуç ял тăрăхĕнчи Владимир Иванов фермер хуçалăхĕн, Вăрмарти тумтир çĕлекен «Светлана» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Некрасов урамĕнчи темиçе хутлă çуртсенче пурăнакан патшалăх çăмăллăхçисемпе /тăлăхсемпе, вăрçă ветеранĕсемпе, салтак арăмĕсемпе, юхăнчăк çурт-йĕртен çĕнĕ хваттерсене куçарнисемпе/, ытти категорие кĕрекен çынсемпе курнăçрĕ. «Республикăра арçын - 45, хĕрарăм 40 çул стаж пухсан çеç Чăваш Ен ветеранĕн йышне кĕртеççĕ, - терĕ пĕрремĕшĕ. - Çак ята памалли виçене 40 тата 35 çул тума май пур-и?»

«Ыйтăва татса пама республика хыснинчен çуллен 250 млн тенкĕрен кая мар уйăрмалла, - хуравларĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Экономикăна аталантарас, социаллă пурнăçа лайăхлатас тĕлĕшпе тĕллевсене пурнăçлама нухрат çитмест. Шел те, хальлĕхе çав ĕмĕте тултарма май килмест».

«Украина вăрçине пула çĕр-шыв хыснинчен регионсене укçа иртнĕ çулхинчен сахалрах куçармĕç-ши?» - пĕлесшĕн пулчĕ иккĕмĕшĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин унти лару-тăрăва шута илсе политика-экономикăн тĕрĕс çулĕпе пынине, чикĕ леш енчи хăш-пĕр компани çĕр-шыври предприятисене кирлĕ тавар сутма чарăнса ура хума хăтланнине тивĕçлипе хак пачĕ М.Игнатьев. Хамăр ăс-тăнпа, пултарулăхпа йывăрлăхран тухмалла терĕ.

Çĕнĕ çуртсен таврашĕнче чечек çитĕнтерменнине, вылявăшпа спорт хатĕрĕ çуккине асăрхарĕ. Кунта пурăнакансенчен килес çул картише ÿсен-тăранпа ешĕллентерме-çеçкелентерме, хула тăрăхĕн администрацийĕнчен палăртнă хатĕре вырнаçтарма ыйтрĕ.

Шупашкарти эрех завочĕн продукцине, «Чăваш Ен букечĕсем» общество сăрине Завод урамĕнчи «Викинг» лавкка сентрисем çине, сивĕтмĕше çителĕклĕ лартнине курчĕ. Райпон «Вăрмар» магазинĕнче Шупашкар эрехне сутмалли сентре çине Самартан, ытти регионтан кÿнĕ алкоголе тăратнине, чăваш сăри сахаллине асăрхарĕ. Райпо ертÿçинчен Сергей Харитоновран хамăр эрех-сăран пур тĕсне те тавар туянакана сĕнме, «Вăрмар» кафе картлаçне, инвалид пусмине юсаттарма ыйтрĕ. Вырăнти минерал шывне сутманшăн кану паркĕнчи спорт-бар хуçине ÿпкев сăмахĕ тиврĕ.

Тĕп больница сиплеве еплерех йĕркеленипе, поликлиникăпа стационара юсассипе кăсăкланчĕ. Пациентсем электрон почтăпа тухтăр патне кĕме маларах çырăнманнине уçăмлатрĕ. Харпăр хăй ыйтăвĕпе тĕл пулма пынă çынсене итлерĕ, муниципалитетран çырăвĕсене пăхса тухма ыйтрĕ.

Физкультура-спортăн «Илем» комплексне поселокри 2 пин ачаран миçешĕ çÿренипе кăсăкланчĕ. «245-шĕ», - пулчĕ хурав. «Мĕншĕн сахал?» «Кунсăр пуçне 930-шĕ ача-пăчан А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче вăхăта усăллă ирттерет», - ăнлантарчĕ администрацин вĕренÿ пайĕн ертÿçи Юрий Соколов.

145 вырăнлă ача садне кăçалхи юпа уйăхĕнче хута ямалла. Строительство графикпа килĕшÿллĕн пырать. Вăрмар пасарĕнчи пĕр автофургонран ăçтан кÿнине çирĕплетекен документсăрах пахча çимĕç сутнине, сентре çинче районта пуснă выльăх ашĕ çуккине, санитари-гигиена тивĕçлĕ шайра маррине асăрхасан ЧР Пуçлăхĕн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Пасар директорĕ вырăнти какай мĕншĕн çуккине ăнлантарса парасса кĕтрĕ. Анчах лешĕнчен хурав кĕтсе илеймерĕ. Хăй кăтартнă çитменлĕхсене пĕр эрнере пĕтерме хушрĕ.

Тупах ялĕнчен килнĕ хĕрарăм юнашар районтан çÿрекен коммерсант килти хуçалăхран сĕте 11 тенкĕлле çеç йышăннине тарăхса каласа пачĕ. «Кам вăл?» - ыйтрĕ Михаил Васильевич икĕ ĕне усраканран. Лешĕ хурав параймарĕ. «Хăв хака ÿстересшĕн, анчах предприниматель хушаматне пĕлместĕн, - терĕ Пуçлăх. - Пĕр шухăшлă пулса кашни литршăн 13 тенкĕрен кая мар ыйтса илĕр».

«АвтоВАС» АУО вокзалĕнче, «Майя» лавккара, Вăрмарсен «арбатĕнче» чăвашăн минерал шывне, чăх çăмартине, мороженăйне сутмаççĕ. Кăнтăрла иртсен райадминистрацире канашлу ирттерчĕ. Унта федераципе республика органĕсен районти уйрăмĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăхĕн мĕн пур харпăрлăхлă предприятийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Администраци пуçлăхĕ Константин Никитин районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе доклад турĕ. Промышленноç производстви пĕлтĕрхи çав хушăринчен 5,5% ÿснĕ. АПКри мĕн пур харпăрлăхлă предприятисен вăл - 9%, ял хуçалăх организацийĕсен 19% чакнă. Районта ĕç укçи сахал паракан предприниматель йышлă. Пĕр пайĕ нумайрах тÿлеме май пур пулин те ытларах памасть. «Вĕсен патĕнче кадрсем нумай тытăнса тăмаççĕ, - терĕ докладăн тĕп хаклавçи. - Тепĕр пайĕ ĕç укçи мĕн чухлĕ панине хут çинче тĕрĕс кăтартмасть, çын курман чух ăна конвертпа тыттарать, пĕчĕк шалуран çеç налук куçарать. Ĕç укçи ытларах тÿлеттерессишĕн ертÿçĕсенчен çирĕпрех ыйтăр».

Район иртнĕ çулсенче çум курăк ашкăрнă 1400 гектар лаптăка кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă, 800-шне сухаласа акнă. ЧР Пуçлăхĕ Сергей Павлов вице-премьертан усă курман пĕтĕм çĕре кăпкалатса акма миçе çул кирлине ыйтрĕ. «Ку ĕç 2016 çул вĕçлениччен пырĕ», - хурав пачĕ лешĕ. «Парлак çĕр 2 пин гектара яхăн», - сăмаха тăсрĕ докладçă. В.Павловпа А.Ульянов фермерсем çав цифра чăнлăхпа килĕшсе тăманнине тăрса каларĕç. Тавлашу тухнăран республика Пуçлăхĕ ял хуçалăх министрне фермерсемпе пĕрле канашлу хыççăн вырăна çитсе çум курăк хупăрланине виçме хушрĕ.

Вице-премьер тишкерĕвĕнчен залра ларакансем Вăрмарсем кăçалхи çур çулта кашни ĕнерен сĕт сахал сунине, пысăк тупăшлă фермер хуçалăхĕ сахаллине, ял ĕçченĕсен кашни уйăхри ĕç укçи вăтамран 9559 тенкĕ кăна пулнине - республикăри хресченсен вăтам шалăвĕнчен чылай сахалраххине - пĕлчĕç.

Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче выльăх хухнă, Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикинче çăмарта сахалрах илнĕ. «Пасарта та начар сутать», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев. Учительсен кашни уйăхри ĕç укçи вăтамран 25-шер пин тенке ларнă. Пур учитель çулне хушса пĕтĕм хисепĕ çине пайласан вăтамран 48 çул тухать. Канашлу ирттерекен вĕренÿ пайĕ çамрăк учительсене ĕçе ытларах илессишĕн çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ.

Культура ĕçченĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ 9909 тенкĕ çеç. 175 ача çуралнă, 204 çын вилнĕ - демографи лайăхланмасть. 59 мăшăр чăмăртаннă, 33-шĕ саланнă - ку енĕпе те кăтарту начар.

М.Игнатьев райадминистрацирен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене явăçтарса ял çыннисенчен пуçтаракан сĕт хакне 13 тенке çитерме, республикăра туса кăларакан эрех-сăрана районта лайăхрах сутас тĕлĕшпе мĕн кирлине пурне те тума хушрĕ.

В.Павлов фермер поселок паркĕнчи йывăçсене кастаракансене халĕччен те явап тыттарманнине тăрса каларĕ. Район прокурорĕ Евгений Краснов ыйтăва хуравласа вырăнти влаç тирексене касма йышăнса саккуна хирĕçле ĕç туманнине çирĕплетрĕ. Вĕсем тÿнсе е турачĕсем хуçăлса иртен-çÿрене хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарнă, йывăçсене камсем каснине тупса палăртман терĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев кĕркунне çĕнĕ парк хывма чĕнсе каларĕ.

ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - чăваш эрех-сăрин калăпăшĕ район суту-илĕвĕнче 26% кăна йышăнать. ЧР предпринимательсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăй Владимир Иванов Вăрмар енре пайтаçăсен йышĕ чакнине, бизнесран пухăнакан налук хушăннине, çĕвĕ производстви аталаннине палăртрĕ.

«Вăрмарсем ĕçчен те пултаруллă, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетсе. - Усă курман мĕн пур çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсен, выльăх-чĕрлĕх йышне палăрмаллах ÿстерсен производство та, шалу та ÿсĕ, çынсен пысăк пайĕ ĕçе вырнаçĕ. Кĕрхи культурăсене Ял хуçалăх министерстви ыйтнă чухлĕ акса хăварăр».

Вăрмарсен çивĕч ыйтусем капланнă. Çапах та пĕрне, ял çыннисене пырса тивекеннине, ыттинчен уйăрас килет: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сутлăх сĕт хакне ял-йыша майлă йĕркелемеллех.

Юрий МИХАЙЛОВ

Ирина МИХАЙЛОВА
сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.