Archive - Утă 2014

июля 30th

30 Утă, 2014

Таркăн суд умне тăрать

Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ ФСИНăн республикăри управленийĕн 3-мĕш колонийĕн ристанĕ Роман Сидоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ăна колонирен тарнăшăн тата влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн айăплаççĕ.

Çак пăтăрмах кăçалхи çу уйăхĕнче пысăк шăв-шав çĕкленĕччĕ. 2010 çулта çын вĕлернĕшĕн тата ют пурлăха вăрланшăн судпа айăпланса 16 çуллăха çирĕп режимлă колоние хупнăскер, 29 çулти Р.Сидоров юсанмалли учрежденирен тарнă. Мĕнле майпа - халĕ хуравĕ уçăмлă ĕнтĕ.

июля 29th

29 Утă, 2014

Аксу виç кĕтеслĕхĕ

Пăлхавăр тăвĕ. Тутарстан Республикинчи Аксу районĕ чăваш чунне чи тăван тăрăх тесех палăртмалла. Районăн пурнăç тымарĕ – Аслă тата Кĕçĕн Сĕнче юхан шывĕ­­сем. Аслă Сĕнче – 1978 çултанпах регион шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ. Çырма тăрăх çынсем сĕм-сĕм авалран вырнаçнăран Аксу çĕрĕ мĕн кăна пытарса упрамасть-ши?

29 Утă, 2014

Чун вучахĕнче вĕрекен хуран

Кăçал çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче "Вăхăта парăнман юрату" кĕнеке кун çути курчĕ. Авторĕ – Геннадий Максимов. Паллă публицист тата телешоуçă тăван литературăра та авторитетлă сăмахне каларĕ: "Сталин грамоти", "Çĕрĕллĕ хура кушак", "Танец в ночи" кĕнекесене вулакансем ăшшăн йышăнчĕç.

29 Утă, 2014

Асăрханăр: археологи палăкĕ

Çуллана вĕçен кайăксенчен те хытăрах кĕтекенсем – археологсем. Утă-çурла уйăхĕсенче вĕсем çĕр çывăрмасăр çĕр чаваççĕ. Специалист историксемпе пĕрлех студентсем те тăрăшаççĕ.

29 Утă, 2014

Турци ăсчахĕсем чăвашлăха тĕпчеççĕ

Чăвашăн чĕлхипе культури питĕ хăй евĕрлĕ. Çавăнпа чăвашлăх Раççейри тĕпчевçĕсене çеç мар, чикĕ леш енчи ăсчахсене те хытă кăсăклантарать. Чăвашăн ăс-хакăл мулĕпе интересленекенсем Америкăра та, Швецире те, Германипе Болгарире те сахал мар. Польшăра та пур.

29 Утă, 2014

Рабочисем ытларах кирлĕ

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах республика Пуçлăхĕ РФ Президенчĕн кăçалхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчи хушăвĕсемпе паллаштарнă - вĕсене çĕр-шыв ертÿçи РФ Президенчĕ çумĕнчи нацисен хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса панă. Михаил Игнатьев çавăн пекех хăй Владимир Путин Президентпа тĕл пулни çинчен каласа панă.

29 Утă, 2014

"Хурт-хăмăр - манăн пурнăçăм..."

"Пĕчĕк, асамлă, йышпа пурăнакан, кăткăс саккунсене пăхăнакан тата тĕттĕмре тĕлĕнмелле ĕçе пурнăçлакан çак хурт мĕн авалтан çынна кăсăклантарнă".
Морис Метерлинк, Нобель премийĕн лауреачĕ, çыравçă-философ.

29 Утă, 2014

Ял-йыша савăнтарать

ЧР Чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин Вăрнар районĕнчи инспекторĕ Юрий Григорьев Кульцав ял тăрăхĕнчи сăвăрсем патне çитсе курма сĕнчĕ. Вĕсене чĕррĕн курманскер хаваспах килĕшрĕм.

Pages