Тĕрĕк тĕнчи
Вăйли пĕр çынна çĕнтерет, ăсли - пин çынна
Пушкăрт — тĕрĕк халăхĕ, вĕсен чĕлхи Алтай чĕлхисен йышне кĕрет. Тĕп çĕршывĕ — Пушкăртстан. Тĕнчере 1,6 миллиона яхăн пушкăрт пурăнать. Вĕсем Раççейре, Эстонипе Казахстанра, Украинăпа Туркменире, Узбекистанпа Киргизире, Беларуç Республикипе Таджикистанра, Литвапа Латвире тĕпленнĕ. 2010 çулхи çырав тăрăх Раççейре 1584554 пушкăрта шута илнĕ, вĕсенчен 1172287-шĕ — Пушкăрт Республикинче, ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнаççĕ.
Ӳсĕр çынна сывлăх ан сун, ун саламне те ан йышăн
Чăвашсен, тутарсен, пушкăртсен, турккăсен, якутсен, узбексен тата ытти халăхăн пин-пин çул каялла пĕр кил, пĕр чĕлхе пулнă. Пирĕн мăн асатте-асаннесем çума-çумăн пурăнса пĕр çулпа утнă. Анчах тахăш вăхăтра самана кустăрми вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса тĕнчипе салатнă. Çапах хăйсен йăли-йĕркине, культурине, нацилĕхне упраса хăварма пултарнă. Халĕ те вĕсене ĕмĕртен ĕмĕре çырăнса пынă истори çыхăнтарать. Паянхи кун та пĕр-пĕринпе тус-тăванлă пурăнаççĕ. «Эпир — пĕр тымартан», — теççĕ вĕсем. Çак ятпах хаçатра çĕнĕ ярăм пуçлас терĕмĕр. Вăл чăваш вулаканĕшĕн кăсăклă пуласса шанатпăр. Паян тутарсем çинчен сăмах тапратар.