Чăтăмлин умĕнче тусем те пуç таяççĕ, е Азербайджансем чăваш шӳрпине кăмăллани çинчен
Чĕлхе хĕç пек çивĕч
Азербайджансем планетăн тĕрлĕ кĕтесĕ тăрăх саланнă. Вĕсем АПШра, Канадăра, Европăра, Вăтам Азире, Кавказ тăрăхĕнче тĕпленнĕ: 30 миллиона яхăн çынна шута илнĕ. Азербайджанра 8 миллион çын пурăнать. Раççейре те чылаййăн вĕсем: 600 пин ытла. Пирĕн çĕршывăн кашни регионĕнчех пур. Дагестанра, Мускав хулинче, Тюмень облаçĕнче, Ханты-Манси автономи округĕнче уйрăмах йышлă. Атăлçи тăрăхĕнче, 2010 çулхи çырав тăрăх, 50 пине яхăн азербайджан пурăнать.
Азербайджан чĕлхи турккă, туркмен тата гагауз чĕлхисене çывăх. Вăл кыпчак, перс тата араб чĕлхисемпе хутăшса кайнă. Азербайджансем тĕрлĕ çулта араб, латин тата вырăс графикисемпе усă курнă, 1991 çулта латин графики çине куçнă. Вĕсен алфавичĕ турккăсенни евĕр. Азербайджансенчен чылайăшĕ вырăс тата перс чĕлхисене аван пĕлет.
Азербайджансен мăн аслашшĕсем огузсем пулнă. 11-12-мĕш ĕмĕрсенче вĕсем Вăтам Азирен Кавказ тăрăхне куçса кайнă. Унта огузсем албансемпе хутăшнă. Ĕмĕрĕпех ислам тĕнне ĕненсе пурăннă, вĕсем — мăсăльман-шиитсем, хăшĕ-пĕри — суннитсем /Азербайджанăн çурçĕр пайĕнче пурăнакансемпе Дагестанри кăнтăр енчисем/.